Олег НИКОЛАЕВ: «Туризм - çĕр-шывсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмелли витĕмлĕ май»

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ Халăхсем хушшинчи «Еврази чĕрине _ çул çỹрев» экспедицин пĕр пункчĕ пулса тăнă. Çак пысăк маштаблă проекта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕ, профильлĕ министерствăсемпе ведомствăсем _ Таджикистанри, Казахстанри, Узбекистанри тата Кыргызстанри участниксем _ ырласа йышăннă.
«Чăваш Республики туризма çĕр-шывсемпе халăхсем хушшинчи килĕшỹпе культура çыхăнăвне çирĕплетме пулăшакан витĕмлĕ май тесе шутлать. Эпир çак çыхăнăва тĕрлĕ сферăра малалла çирĕплетсе пырăпăр», _ çапла палăртать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Мускав хулинче старт илнĕ автоколонна 5 патшалăх чикки урлă каçать, унта 26 транспорт хатĕрĕпе 100 ытла çын хутшăнать.
Автоколонна Раççейĕн тата Центрти Азин пысăк хулисем витĕр, малалла вара Казахстан, Узбекистан, Таджикистан татаКыргызстан территорийĕсемпе иртĕ.
Чăваш Енĕн культура еткерлĕхĕпе паллашас тĕллевпе, «Еврази чĕрине _ çул çỹрев» экспедици участникĕсем «Ясна» этнокомплекса, Раççейĕн тĕрĕллĕ карта музейне тата Чăваш наци музейне çитсе курĕç.
Е.ЖОЛОБОВА.