Педагогика университечĕ _ 95 çулта

ШУПАШКАРТИ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ кăçал 95 çул тултарнине паллă тăвать. Çак аслă вĕренỹ заведенийĕ _ малтан ăна пединститут тенĕ _ 1930-çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче уçăлнă. Институт Чăваш автономи республикинче чăн малтанхи аслă вĕренỹ заведенийĕ шутланать, ăна тăван халăх валли педагогика кадрĕсем хатĕрлес тĕллевпе йĕркеленĕ.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен (университетран) пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнчен те нумаййăн вĕренсе тухнă. Вĕсенчен хăшне-пĕрне çеç асăнар: Владимир Андронов, Валентина Андронова, Константин Анисимов, Николай Архипов, Геннадий Афанасьев, Геннадий Бабочкин, Тамара Бабочкина, Александр Гармонщиков, Анатолий Головинский, Роза Минеева, Николай Ендиеров, Клавдия Елисеева, Мягсум Мухаметзянов тата ыттисем. Институт выпускникĕсем хушшинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем, Тăван çĕр-шыв наградине илме тивĕçнисем те пур. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ паян _ республикăра çеç мар, çĕр-шывĕпех паллă вĕренỹ заведенийĕ. Кунтан вĕренсе тухакансем учитель ĕçĕнче çеç мар, наукăра, куçаруçăра, тренерта, художник е музыкант пулса çĕр-шыва пысăк усă кỹреççĕ.
А.ПЕТРОВА.