Пирĕн шахматистсем республика чысне хỹтĕленĕ
ШĂМĂРШĂ вăтам шкулĕнчи çамрăк шахматистсем _ Павел Гладков, Федор Кириллов, Степан Паймин тата Иоанна Ильина _ çак кунсенче Сочи хулинче пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Шахмат уйĕ» ăмăрту финалĕнче Чăваш Ен чысне хỹтĕленĕ. Çĕр-шыври пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва 50 команда хутшăннă, Шăмăршă ачисем шахмат вăййинче пултаруллă пулнине кăтартса панă.