«Пирĕншĕн ют салтак çук...»
Çар тивĕçĕпе пирĕн округа килнĕ СВО участникĕнчен, Тамбов çамрăкĕнчен _ Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕ гуманитари япалисене тата хăйсенчен пухнă укçа-тенке парса ячĕ.
Монолит (позывной) тăракан Запорожье тăрăхне пуçару ушкăнĕнчи хастар хĕрарăмсем çыхнă-çĕленĕ çак пулăшу çитнĕ: дронран хỹтĕленмелли 1 утиялпа 4 плащ, тепловизортан хỹтĕленмелли гетрысем, аялти йĕмсем, повязкăсем.
-- Пирĕншĕн ют салтак çук, _ теççĕ «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕн хастарĕсем. _ Вĕсем пурте пĕр пекех миршĕн кĕрешеççĕ, пирĕн тăнăçлăха сыхлаççĕ.
В.Еремеева, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.