Шăмăршă строителĕсем Улатăрта ĕçлеççĕ

ШĂМĂРШĂРИ «Строитель плюс» компани Улатăр округĕнчи Чуварлей ялĕнче шкул тума килĕшỹ тунă. Пирĕн строительсен 3 хутлă, 300 вырăнлă шкул çуртне 2027-çулхи августăн 1-мĕшĕччен хута ямалла. Сăмах май, «Строитель плюс» Улатăрта судмедэкспертиза çуртне тума та подрядчик правине çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех шăмăршăсем Патăрьел округĕнчи Турхан шкулне те тĕпрен юсаççĕ (капремонт).



11 июня 2025
11:38
Поделиться