«Тăван çĕр-шыв, Эс _ чысăмăр, мухтавăмăр...»

РАÇÇЕЙ кунне РФ патшалăх суверенитечĕ çинчен Деклараци йышăннипе çыхăнтараççĕ. Патшалăх уявне çулсерен июнĕн 12-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Ун пирки Раççей Федерацийĕн Верховнăй Совечĕ 1992-çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Паллă пулăма 1990-çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР патшалăх суверенитет Декларацине йышăннине халалланă. Документ политика партийĕсемпе обществăлла организацисен пĕр танлăхне мала хунă, РСФСР Конституцийĕ çĕр-шывăн Тĕп законĕ пулса тăнине палăртнă.

Уявăн официаллă мар ячĕ те пулнă: Раççейĕн никама пăхăнманлăх кунĕ. Ăна Совет Союзĕнчи республикăсем никама пăхăнмасăр ун йышĕнчен тухнипе çапла ят панă.

Раççей кунĕнче Кремльте наукăпа технологире, культурăпа искусствăра пысăк çитĕнỹ тунă çынсене РФ Патшалăх премийĕсене, çавăн пекех «РФ Ĕç Геройĕ» медаль парасси çирĕп йăлара.

Патшалăхăмăрăн чи пĕлтерĕшлĕ уявĕн символĕ _ Раççей Федерацийĕн виçĕ тĕслĕ (триколор) ялавĕ. Хĕрлĕ площадь _ уявăн тĕп вырăнĕ. Урамсене хĕрлĕ-кăвак-шурă тĕслĕ ялавсемпе тата плакатсемпе илемлетеççĕ. Фестиваль, выставка, спорт мероприятийĕ, патриотизмла акци пин-шер-пиншер çынна пухаççĕ.

Патшалăхăмăрăн уявне çĕр-шывăмăрăн мĕн пур кĕтесĕнче паллă тăваççĕ, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, каçхине салют яраççĕ. 2024-çулта акă Краснодар крайĕнчи Сукко поселокĕнче ăна нумайлăха асра юлмалла уявланă: РФ Патшалăх Ялавне 4 пин тăваткал метра çити тăснă; тем пысăкăш пусмана Хура тинĕс патĕнче 1221 çын тытса тăнă. Экспертсем çак кăсăклă пулăма Раççейĕн Рекорд кĕнекине кĕртнĕ. Иртнĕ çул Раççей кунĕнче Мускавра 165 туй кĕрленĕ. Çамрăксем халĕ ятарлă площадкăра, юхан шыв трамвайĕнче, метрополитен станцийĕнче, истори особнякĕнче, хула усадьбинче регистрациленме кăмăл тăваççĕ.

Çапла, Раççей кунне кашниех асра юлмалла ирттерме тăрăшать. Паллах, Шăмăршă муниципалитет округĕ те паллă пулăмран айккинче юлмасть. Вăл _ Раççейĕн пĕр пайĕ-çке.

З.Свеклова.



11 июня 2025
11:21
Поделиться