"Эх, юррăм, янăра - савăнар Акатуйра!"

"Эх, юррăм, янăра - савăнар Акатуйра!"

УМĔНХИ ÇАВРА СĂМАХĂМ

 ТĂВАН ЕН историйĕпе интересленнĕ май, пирĕн тăрăхра Акатуй уявĕ хăçан пуçланса кайнине питĕ пĕлес килчĕ. Хăшĕсем: «100 çул та çитет пулĕ», _ тесе çыраççĕ, теприсем Шăмăршă районне йĕркеленĕренпе çеç Акатуй ирттерме тытăннă теççĕ.

Мĕншĕн тавлашса тăмалла? Юрăра: «Алла тытрăм балалайка», _ тенĕ пек, хамăрăн паллă ентешĕмĕрĕн Илпек Микулайĕн «Хура çăкăрне» тепĕр хут уçкаласа пăхрăм. Акă «Кĕрекеçре» сыпăка хумханса вулатăп: «Кунĕ тỹлек, ăшă. Хĕвел çĕр питне ĕнтсе илес пек хĕртет. Сенкер тỹпере пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Хутран-ситрен çеç вăштăртатса иртекен çил те сывлăша уçăлтарса çитереймест. Акатуйне пĕр Утламăшсем кăна мар, кỹршĕри ытти чăваш ялĕнчен те пуçтарăнаççĕ _ Шăхальсем, Куршанкăсем, Хурăнварсем, Пулмантăшсем: кăнтăрла тĕлнелле ярминккене тухнă пек капланса килме тытăнчĕç. ... Çав уява пула кунти çарана виçĕм кунах çулса кайрĕç.

Акатуйне килекен çынсем хăйсен лавĕсене çырма хĕрринчи йывăç хỹттине хиререх тухса тăракан мăкаçей кĕлечĕ патне чарнă. Сăртра та, çеремре те туллиех халăх. Пухăннă çынсем пурте тенĕ пек шап-шурă тумланнă та, çеремре вĕçĕ-хĕррисĕр шур чечек тухнă пек туйăнать...» Çакăн пек илемлĕ сăнласа кăтартать халăх писателĕ 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи Акатуя. Кунта «Утламăш» тенине Шăмăршă тесе ăнланмалла: мĕншĕн тесен Утламăш çаранĕ Шăмăршă вулăсĕн çĕрĕ шутланнă. Пурте, пурте романри пекех вĕт-ха: çанталăкĕ те çак кун тỹлек те ăшă тăчĕ, Акатуя таври ялти йышлă халăх пуçтарăнчĕ, капăр тумланнă çынсем, шап-шурă чечек пек, уяв ирттерекен вырăна илем кỹчĕç... Пĕр уйрăмлăх пур, чăнах та: романри лавсем вырăнне _ речĕ-речĕпех лартса тухнă тĕрлĕ маркăллă çăмăл автомашина. ГАИ ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кашни çемье пуçне тивекен «тăватă кустăрмаллă урхамах» шучĕпе Шăмăршăсем республикăра чăн малтисен шутĕнче _ 700 ытла çăмăл автомашина. Илпеке эпĕ паян ахаль аса илмерĕм. Темиçе кун каялла çеç-ха халăх писателĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине шăппăн çеç паллă турăмăр та, кăçалхи Шăмăршă Акатуйĕнче Илпек Микулайĕн ырă ячĕ те илтĕнтĕрччĕ терĕм.

 

КĔМĔЛ САСЛĂ КУПĂС КĔВВИПЕ

КĂÇАЛХИ Акатуя Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине, Раççейри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкĕпе Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне, çавăн пекех Чăваш Автономине туса хунăранпа 105 çул çитнине халаллани пысăк хапхаран кĕрсенех сисĕнчĕ. Акатуй ирттерекен вырăна _ Шăмăршă ипподромне _ Çĕнтерỹпе патриотизм тематикине халалланă куравпа илемлетнĕ, ялсенчи хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем çĕнтерỹçĕ салтак тумĕпе килнĕ. Çул хыççăн çул иртĕ, ăру хыççăн ăру ылмашăнĕ, анчах Аслă Çĕнтерỹ мухтавĕпе хĕн-асапĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче юлĕ.

... Кĕмĕл саслă хут купăс кĕввипе, шăнкăрав пек илемлĕ чăваш юррипе, çăкăр-тăварпа та кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç Шăмăршăсем Акатуй хăнисене. Акă хăнасем сцена çине хăпараççĕ. Уява ертсе пыракан округри Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ _ Акатуй-2025 _ уçăлни çинчен пĕлтерет. Чуна хумхантарса Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăраççĕ. Кăçалхи Акатуй ялавне çĕклеме хисеплĕрен те хисеплĕ çынсем _ Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО управляющийĕ, халăх писателĕн Илпек Микулайĕн ентешĕ Виктор Алексеев, ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе хутшăнакан, халĕ отпуска килнĕ Димитрий Тимофеев, Кивĕ Чукал Культура çурчĕн аккомпаниаторĕ Надежда Захарова, Виçпỹрт Шăмăршă хĕрĕ, армреслинг тата масреслинг енĕпе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ, Раççей Федерацийĕн чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ Мария Малова тивĕçлĕ пулчĕç. Эх, мĕн тери савăннă пулĕччĕ Илпекĕмĕр, чĕрĕлсе тăрас пулсан, хăйĕн мухтавлă ентешĕсемшĕн!

РЕСПУБЛИКА ПУÇЛĂХĔН ĂШĂ САЛАМĔ

УЯВ савăнăçĕ ỹснĕçем ỹссе пырать, халăх хаваслă кăмăл-туйăмпа сцена еннелле пăхать. Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин Акатуя килнисене, çавăн пекех тĕрлĕ сăлтавпа уява килейменнисене Раççей кунĕпе тата çурхи ака-суха ĕçĕ вĕçленнĕ ятпа чун-чĕререн саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, телей, юрату сунчĕ.

«Эпĕ сирĕнпе _ пурнăçри нимĕнле йывăрлăх та авайман, хуть те мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултаракан çирĕп те шанчăклă çынсемпе _ çав тери мухтанатăп, _ терĕ Сергей Авенирович. _ Сирĕн хастар ĕçĕр уй-хире тухсанах курăнать _ чуна савăнтарса ылтăн тырă çитĕнет. Эсир ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕлĕшпе те республикăра ырă тĕслĕх кăтартатăр. Ваттисене _ хисеп, çамрăксене _ ырă малашлăх!»

Акатуй халăхĕ хаклă хăна _ «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх тĕп инспекторĕ Владимир Димитриев _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шăмăршă округĕн ĕçченĕсем патне янă саламлă Çырăва вуласа панине хыттăн алă çупса йышăнчĕ. Республика ертỹçи округра пурăнакансене пурнăçра тата ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунать, Тăван çĕр-шыва чĕререн юратма тата чăн-чăн патриот пулма чĕнсе калать.

Акатуя пуçтарăннисене çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Шăмăршă муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев тата пирĕнпе кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Ярухин ăшă сăмахпа хавхалантарчĕç. Алексей Егорович пушă алăпа килмен: Шăмăршăри истори музейне картина парнелерĕ.

ЧИ ХАСТАРРИСЕМ, ЧИ МАТТУРИСЕМ !

ÇАК кун награда илекен нумай пулчĕ: ял хуçалăхĕнче те, ытти отрасльре те пысăк хастарлăх кăтартакан маттур та мал ĕмĕтлĕ çынсене пĕтĕм халăхпа чысларĕç.

Муниципалитет службинче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ĕçри пысăк ỹсĕмшĕн округ администрацийĕн правăпа кадр ĕçĕн пайĕн ертỹçине Елена Павловăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Тав çырăвĕпе чысланă. «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕ Анат Чаткасри Петр Майоров фермера _ Хисеп грамотипе, Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ООО генеральнăй директорне Олег Кузнецова тата Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов фермера Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви те ĕçре палăрнисене манса кайман: Карапай Шăмăршăри Владимир Алексеев фермерпа Татьяна Иванова фермер хуçалăхĕн инженерĕ Алексей Иванов _ Хисеп грамотине, Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ООО тракторисчĕ Петр Макаровпа Надежда Угарина фермер хуçалăхăн бухгалтерĕ Ирина Никонорова Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Васан ялĕн старостине Ираида Ефимовăна «Чăваш Республикинчи чи лайăх староста» конкурсра çĕнтернĕшĕн укçа премийĕн сертификатне пани те _ пысăк савăнăç.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Палтиел ял территори уйрăмĕн пуçлăхне Феннур Рахматуллова, Шăмăршă ял территори уйрăмĕн специалист-экспертне Алена Смаевăна тата Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн специалист-экспертне Татьяна Чамеевăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Хисеп грамотипе чысланă.

ÇУР АКИ ПАТТĂРĔСЕМ

ÇУРХИ ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттернĕшĕн пысăк хуçалăхсем хушшинче пĕрремĕш вырăна _ Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ОООна, иккĕмĕш вырăна _ Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ОООна, виççĕмĕш вырăна Шăмăршăри Александр Егоров фермер хуçалăхне пама йышăнчĕç.

Акăнакан лаптăк 500 гектара çитичченхи хуçалăхсен ăмăртăвĕнче Çĕнĕ Тăрăнти Татьяна Иванова фермер хуçалăхне _ пĕрремĕш, Пуянкассинчи Надежда Угарина фермер хуçалăхне _ иккĕмĕш, Карапай Шăмăршăри Владимир Алексеев фермер хуçалăхне виççĕмĕш вырăн парса хавхалантарчĕç.

Пахча çимĕç çитĕнтерес тĕлĕшпе пысăк çитĕнỹ тунăшăн Шăмăршăри Дмитрий Краснов уйрăм предпринимателе округ администрацийĕн пуçлăхĕ Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пысăк çитĕнỹшĕн Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хуçалăхне _ пĕрремĕш, Пуянкассинчи Геннадий Макаров фермер хуçалăхне _ иккĕмĕш, Шăмăршăри Александр Егоров фермер хуçалăхне виççĕмĕш вырăн пани çинчен пĕлтерчĕç.

Ял хуçалăхĕнчи çитĕнỹшĕн Анатолий Андреевпа Зульфия Аллямова фермерсем, Петр Майоров фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Михаил Еремеев, Дмитрий Краснов уйрăм предприниматель тракторисчĕ Руслан Лентров, Елена Пондякова фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Сергей Козлов, Василий Павлов фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Василий Тарасов тата Фазулла Рахматуллов фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Мерван Фахрутдинов Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

ÇАРТИ ПАТТĂР ЕНТЕШСЕНЕ ПУЛĂШНĂШĂН

ЯТАРЛĂ çар операцине хутшăнакан ентешсене гуманитари пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартнăшăн Васан ялĕнче пурăнакан Ираида Ефимовăна тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи Геннадий Маркова Чăваш Республикинчи Обществăлла палатăн «За содействие специальной военной операции» медалĕпе чысларĕç, çар контрактне йĕркелес ыйтупа яваплăха çирĕп туйса ĕçленĕшĕн Шупашкарта пурăнакан Александр Ишмуллина округ администрацийĕн Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç.

СПОРТ - ÇИРĔП СЫВЛĂХ, ПУРНĂÇ ИЛЕМĔ

АКАТУЙРА спорт ăмăртăвĕсем те кĕрлесе-шавласа, хаваслă та асра юлмалла иртрĕç. Алă вăйне виçсе (армреслинг), волейболла выляса, чупса тата спортăн ытти енĕпе ăмăртрĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем патĕнче уйрăмах халăх йышлă пулчĕ, паттăрсене хыттăн кăшкăрса хавхалантарса тăчĕç. Пурĕ 40 çын хутшăнчĕ кĕрешĕве. Юлашкинчен финала иккĕн _ Шăмăршă вăтам шкулĕн 10-класĕнче вĕренекен Александр Масленниковпа çак ял çамрăкĕ Дмитрий Куприянов тухрĕç. Хăшĕ çĕнтерĕ, хăшĕ Акатуй паттăрĕ пулса чи пысăк парне _ така _ илме пултарĕ?

Çивĕч тупăшура СССР спорт мастерĕн кандидачĕн Николай Анатольевич Куприяновăн мăнукĕ Дмитрий Куприянов вăйлăрах та вăр-вартарах пулни палăрчĕ, куракансем ăна хупăрласа илсе, такана йăттарса хыттăн саламларĕç.

Урхамахсен ăмăртăвĕ те хĕрỹ иртрĕ, мала тухнисене хаклă парнепе чысларĕç. Тепĕр кун чуна савăнтаракан хыпар пĕлтĕмĕр: июлĕн 13-мĕшĕнче Патăрьелĕ нче иртнĕ Акатуй-сабантуйра Шăмăршă округĕнчи «Ворчун» урхамах (наездникĕ _ Сергей Саблин, лаша хуçи _ Илья Хлюкин) абсолютлă чемпион пулса тăнă. Савăнатпăр, мухтанатпăр!

СМОТР -КОНКУРСРА ÇĔНТЕРНĔШĔН

АКАТУЙРА «Мĕнешкел хитре эс, тăван Шăмăрш ен!» смотр-конкурсра çĕнтернĕ илемлĕ пултарулăх коллективĕсене те чысларĕç, Кивĕ Чукал (пĕрремĕш вырăн), Чукал (иккĕмĕш вырăн), Виçпỹрт Шăмăршă (виççĕмĕш вырăн) ялĕсенчи культура ертỹçисене Валерий Мандрюкова, Светлана Симурзинăна тата Ирина Муллинăна округ администрацийĕн Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç.

Территорие тирпей-илем кỹрес тата ешĕллентерес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕ _ пĕрремĕш, Шăмăршă ял территори уйрăмĕ _ иккĕмĕш, Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕ виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртрĕç.

Оргкомитет Шăмăршă вăтам шкулне, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулне тата Карапай Шăмăршă вăтам шкулне чи тирпейлисен шутне кĕртсе Дипломпа чысларĕ.

Уйрăм çынсенчен Палтиелĕнчи Алена Лукиянова кил-хуçалăхне _ пĕрремĕш, Шăмăршăри Алевтина Гришнякова кил- хуçалăхне _ иккĕмĕш, Кивĕ Шăмăршăри Ольга Антонова кил-хуçалăхне виççĕмĕш вырăн парса укçан премипе хавхалан- тарчĕç.

Ив.САЛАНДАЕВ

 

«КАШНИ КИЛТЕ ТĂНĂ ÇЛĂХ ПУЛТĂР!»

РАÇÇЕЙРИ _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă Акатуй ипподромри капăр çуртсем патĕнче чарăнса тăма хистерĕ. Ял территорийĕсен «кил- хуçалăхĕсем» пĕринчен тепри илĕртỹллĕ!

Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнин пĕлтерĕшне кашни «хăна çурчĕ» çирĕплетрĕ. Иртнĕ кунсен çути кунти япаласемпе экспонатсем урлă курăнчĕ. Вăрçă участникĕсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе çырăвĕсем, салтак усă курнă япаласем _ фляжка, портсигар, тимĕр курка, командир портфелĕ, сăран атă-берцы... историе яланлăхах кĕрсе юлнă пулăмсене аса илтерчĕç. «Çĕрпỹртри» тата маскировка сетки карнă «блиндажри» пурнăçа туйса курма та май килчĕ: хуран çакса янă кăвайт умĕнче каннă, çыру çырнă, çĕтĕлнĕ тум-тире çĕленĕ-сапланă, автомата сỹтсе тасатнă, патриотизмла юрă янратнă-çке пирĕн асаттесем.

«Веçех _ фронтшăн, веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» лозунг «çуртсен» тăрринче йыхравлăн курăнса тăчĕ, фронтпа тыл пĕрлĕхĕн хăватне туйтарчĕ, кунти кашни япаларах, экспонатрах палăрчĕ.

Хусанпа Сăр хутлăхĕн хỹтлĕх чиккисене тăвакансен паттăрлăхне сăнлакан экспозицисем халăхăмăрăн иксĕлми патриотизмне çирĕплетеççĕ. Акă «хирте» _ тырă кĕлтисенчен тунă «майра пуçĕсем»; пĕр пайне лаша урапи çине тиенĕ; «лавçи» _ тилхепине тытнă, пулăшаканни _ чăваш тумĕллĕ «хĕрарăм» _ хыçалта ларса пырать. Сăнарлă ỹкерчĕк _ манăçми истори тапхăрĕ! Çакăн пек евĕрленĕ чаткассем, сăмахран, Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенчи тыл ĕçченĕсен хастарлăхне.

Çыравçă фронтовиксен _ Илпек Микулайĕпе Владимир Бараев-Сĕрккен (Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ) совет салтакĕсен фронтри паттăрлăхне çутатакан хайлавĕсемпе паллашма та май пулчĕ _ кĕнеке выставки питех те вырăнлă кунта. Халь пыракан ятарлă çар операцийĕнче миршĕн кĕрешекен ентешĕмĕрсен ячĕпе тунă стендсем чун-чĕрене вут тивертрĕç. Ячĕсем мĕне тăраççĕ: «Асра тытмашкăн пĕлмелле», «Пирĕн ентешсем _ СВО участникĕсем»... Ăрусен çыхăнăвне сăнлаканни те кăчăк туртать.

«Кил хушшинче» ял çыннисен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне куç умне кăларакан ĕлĕкхи çи-пуç, ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, ал ĕç ăсталăхĕн япалисем аваллăха тавăрчĕç. Вĕсене пăхма-тытма çав тери кăсăклă! «Пỹртсенче» вара чăн-чăн пурнăç тапса тăрать. Стена çинче _ алăпа тĕрленĕ кавир е тĕрĕ, сак çинче тата урайĕнче _ тĕртнĕ кавир. Сĕтелĕ вара тулăх апат-çимĕçпе авăнать. Мĕн кăна çук-ши кунта: хуран куклинчен пуçласа _ шăрттан, чăкăтран пуçласа _ тăвараллă çу, курăк чейĕнчен пуçласа сăра таранах. Чăваш, тутар, вырăс, ирçе халăхĕсен наци блюдисене ас тивмесĕр епле чăтăн! Тарават хуçисем _ салтак тумĕллĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчи çи-пуçлă тата наци тумĕллĕ хĕрарăмсемпе арçынсем. Вĕсем аякри çула кĕскетсе килнĕ хăнасемпе представительсене, килен-каяна иртнĕ вăрçă çулĕсенчи юрăсемпе кĕтсе илчĕç. Ташă карти вара чун хĕлĕхне сĕртĕнекен вальспа, ура тупанĕнчен вут кăларакан чăваш ташшипе тулчĕ. Пăхса тăракан та ташă юхăмне кĕмесĕр чăтаймĕ! Вырăнти халăх та, уяв хăнисем те тулли кăмăлтан хуçасемпе пĕрле савăнчĕç... «Никĕсĕ питĕ пултăр», «Кашни килте _ тăнăçлăх пултăр!» _ йышши сăмахсем, чăннипех те, «хăна çурчĕсен» хуçисемшĕн тав сăмахĕ вырăннех пулчĕç.

Жюри членĕсем «Чи лайăх хăна çурчĕ» номинацире Анат Чаткас ял территори уйрăмĕ чи лайăххине палăртрĕç. Чукал тата Палтиел ял территори уйрăмĕсем 2- тата 3-мĕш вырăнсене пайларĕç.

«ЮРЛАМАСĂР, ТАШЛАМАСĂР ЕПЛЕ ЧĂТТĂР ЧУН ...»

Акату йра пĕр самант та юрă-кĕвĕ лăпланмарĕ, ватти-вĕттин чунĕнче уявлăх туйăмне çĕклерĕ. Чăваш, тутар, вырăс, ирçе халăхĕсен наци тумĕллĕ вырăнти артистсем профессионалсенчен пĕртте кая мар. Ялсенчи фольклор ушкăнĕсем, илемлĕ пултарулăх коллективĕсем, солистсем тĕп сцена çинче те, пĕчĕк сцена çинче те, ял территориуйрăмĕсен «хăна çурчĕсен» умĕнче те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ытарайми сăнлăх!

Округри илемлĕ пултарулăх коллективĕсен Раççейри _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă «Мĕн тери аван эс, Шăмăрш Ен!» муниципалитет шайĕнчи смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, мала тухнисене Шăмăршă муниципалитет округĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Вĕсем: «Хор» номинацире _ Кивĕ Чукал ялĕн Культура çурчĕ (ертỹçи _ Надежда Захарова) _ 1-мĕш, Чукал ялĕн КÇ (Светлана Симурзина) тата Палтиел ялĕн тĕп КÇ (Татьяна Долгова)_ 2-мĕш, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн клубĕ (Ирина Муллина) тата Карапай Шăмăршă ялĕн КÇ (Алина Алексеева) _ 3-мĕш вырăнсемшĕн; «Чи лайăх фольклор коллективĕ» номинацире _ Кивĕ Чукал ялĕн КÇ çумĕнчи «Пилеш» фольклор коллективĕ (Валерий Мандрюков) _ 1-мĕш, Карапай Шăмăршă ялĕн КÇ çумĕнчи «Шăнкăрав» ФК (А.Алексеева) _ 2-мĕш, Чукал ялĕн КÇ çумĕнчи «Çăл куç» ФК (С.Симурзина) тата Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн клубĕ çумĕнчи «Сурпан» ФК (И.Муллина) 3-мĕш вырăншăн; «Хутăш» ансамбль» номинацире _ Кивĕ Чукал ялĕн Культура çурчĕ (Н. Захарова) _ 1-мĕш вырăншăн; «Хĕрарăмсен ансамблĕ» номинацире _ Палтиел ялĕн тĕп КÇ çумĕнчи «Çăл куç» (Т. Долгова) тата Кивĕ Чукал ялĕн КÇ çумĕнчи «Шăпчăк» (Н.Захарова) ансамбльсем _ 1-мĕш, Пуянкасси ялĕн тĕп КÇ çумĕнчи ансамбль тата Чукал ялĕн КÇ çумĕнчи «Ивушки» ансамбль (С.Симурзина) _ 2-мĕш, Анат Чаткас ялĕн КÇ çумĕнчи «Шурăмпуç» ансамбль (Надежда Лисицына) тата Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн клубĕ çумĕнчи ансамбль _ 3-мĕш вырăнсемшĕн; «Арçынсен ансамблĕ» номинацире _ Кивĕ Чукал ялĕн КÇ çумĕнчи «Чукал каччисем» ансамбль (В.Мандрюков) _ 1-мĕш, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн клубĕ çумĕнчи ансамбль (И.Муллина) _ 2-мĕш, Карапай Шăмăршă ялĕн КÇ çумĕнчи ансамбль (А.Алексеева) 3-мĕш вырăнсемшĕн; «Çемье» ансамблĕ номинацире _ Пăчăрлă Пашьел ялĕн тĕп КÇ çумĕнчи Антоновсен ансамблĕ (Ирина Угарина) _ 1-мĕш, Кивĕ Чукал ялĕн КÇ çумĕнчи Ильдяковсен ансамблĕ (Н.Захарова) _ 2-мĕш, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн клубĕ çумĕнчи Маловсен ансамблĕ (И.Муллина) 3-мĕш вырăнсемшĕн; «Дуэт» номинацире _ Татьяна Малеевăпа Надежда Захарова (Кивĕ Чукал) _ 1-мĕш, Нина Поляковăпа Надежда Медведева (Карапай Шăмăршă) _ 2-мĕш, Альбина Кузьминăпа Галина Фадеева (Анат Чаткас) тата Зоя Измайловăпа Светлана Сидорова (Карапай Шăмăршă) 3-мĕш вырăнсемшĕн; «Трио» номинацире _ кивчукалсем _ 1-мĕш, чукалсем тата чаткассем _ 2-мĕш, карапайсем 3-мĕш вырăнсемшĕн; «Соло» номинацире _ Валерий Чукмаров (Чукал) _ 1-мĕш, Светлана Краснова (Ярăслав) тата Татьяна Демидова (Карапай Шăмăршă) _ 2-мĕш, Анатолий Фадеев (Виçпỹрт Шăмăршă) 3-мĕш вырăнсемшĕн. Çавăн пекех округ администрацийĕ пултаруллисене Тав хучĕпе те чысларĕ. Вĕсем: «Инструментпа каласси» номинацире _ Карапай Шăмăршăри КÇ çумĕнчи ансамбль (Геннадий Ильин), «Илемлĕ сăмах» номинацире _ Лидия Васюхина (Кивĕ Чукал)_1-мĕш, Любовь Угарина (Чукал) тата Аделя Тухфетуллова (Палтиел) _ 2-мĕш, Надежда Кузьмина (Виçпỹрт Шăмăршă) _ 3-мĕш вырăнсемшĕн; «Чи лайăх театр миниатюри» номинацире _ «Ручеек» драма кружокĕ (Чукал) _ 1-мĕш, Татьяна Чамеева (Кивĕ Чукал) _ 2-мĕш, Г.Фадеева, Надежда Пименова, Альбина Кузьмина (Анат Чаткас) _ 3-мĕш вырăнсемшĕн; «Чи лайăх хореографи» номинацире _ Палтиел ялĕн КÇ çумĕнчи «Ивушки» ансамбль _ 1-мĕш, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн клубĕ çумĕнчи ансамбль _ 2-мĕш, Чукал ялĕн КÇ çумĕнчи ансамбль _ 3-мĕш; «Чи лайăх конферансье» номинацире _ Настя Малеева, Дарья Симурзина (Чукал ялĕн КÇ); Нина Ларшникова (Васанти Халăх историпе краеведени музейĕн солистки); Елена Муравьева (Виçпỹрт Шăмăршă ял клубĕн солистки); Зинаида Падюкова (Карапай Шăмăршă ялĕн КÇ солистки). Ипподромри пĕчĕк сцена çинче муниципалитет шайĕнчи «Юрă пире Çĕнтерỹ патне çитерчĕ!» фестиваль хăй ытамне уяв халăхне илчĕ. Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенче салтаксене тăшмана хирĕç атакăна çĕкленĕ, тылрисене йывăр ĕç-хĕлте тĕрек кỹнĕ юрăсене илемлĕ пултарулăх коллективĕ- сем _ уяв лауреачĕсем _ янратрĕç. «Смуглянка», «Синий платочек», «Плачет береза белая»... Вĕсен çумне чăваш, вырăс, тутар чĕлхипе шăранакан туслăхпа тăванлăх тата пĕрлĕх юррисем хутшăнчĕç. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсене халăх умĕнче чыслани _ нимрен паха. Вĕсем: Кивĕ Чукал ялĕн КÇ (1-вырăн), Чукал ялĕн КÇ (2-вырăн), Пашьел ялĕн тĕп КÇ (3-вырăн), Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн клубĕ.

«Чăваш Енри илемлĕ çулла» социаллă про- ектпа килĕшỹллĕн, округри ача-пăчашăн сцена çинче пултарулăха кăтартма та, аттракционсенче ăс-хакăлпа ăсталăх шайне виçме те май çителĕклĕ пулчĕ.

Паллах, округ центрĕн Культура керменĕ çумĕнчи «Антонина» Халăх ташă ансамблĕ çумĕнчи ушкăнсем, «Шемуршиночки» ташă ансамблĕ (ертỹçи _ Антонина Нефедова), Валентина Кузьмина ертсе пыракан «Фламинго» ташă ушкăнĕ, Валентина Львова ертсе пыракан Халăх театрĕ ташă композицийĕпе, кăмăла çавăрса илекен юрăпа та чĕрĕ сăмахпа программăна пуянлатрĕç. Çỹлерех асăннă Çыннăмăрсем _ культура аталанăвне пысăкран та пысăк тỹпе хывакансем _ халăхăн тав сăмахне, ырă сунăмне тивĕç! Вĕсемсĕр _ Акатуй çакăн пек çỹллĕ шайра иртеймен пулĕччĕ. Тайма пуçăмăр Сире, пирĕн пурнăçа илем кỹрекенĕмĕрсем!

Зинаида Свеклова.



20 июня 2025
14:51
Поделиться