«Кашнинех хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулмалла...»

«Кашнинех хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулмалла...»

Медицина ĕçченĕн кунĕнче пирĕн корреспондент Шăмăршă район больницин тĕп врачĕн заместителĕпе Нина Ильинăпа тĕл пулнă. Унпа медицина ĕçченĕн обществăри вырăнĕ тата сывлăха упрас пирки калаçнă.

_ Ырă та телейлĕ самант тĕлне пултăр, Нина Дмитриевна! Сире професси уявĕпе чунтан саламлатăп, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу сунатăп.

_ Ырă кун пултăр Сире те, Зинаида Ивановна! Саламăра кăмăлтан йышăнатăп, тавах.

_ Нина Дмитриевна, Эсир медицина çулĕ çине тăрасси ăçтан пуçланнă-ха?

_ Тĕрĕссипе, эпĕ пурнăç тĕллевне вĕрентỹ ĕçĕпе çыхăнтарасшăн пулнă.

_ ?

_ Ан тĕлĕнĕр! Йĕркипе каласа парам-ха. Эпĕ _ Пăчăрлă Пашьел хĕрĕ, Ольга Ивановнăпа Дмитрий Федорович Матвеевсен кĕçĕн ачи. 1966-çулхи августăн 24-мĕшĕнче çуралнă. Ялăн вăтам шкулĕнче лайăх вĕреннĕ. Хама çирĕп пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани паракан учительсене çав тери юратнă-хисепленĕ, халĕ те çаплах сума сăватăп. Вĕрентекенех пулма ĕмĕтленеттĕм. Аппам медицина енĕпе кайрĕ те, ун пекех тухтăр пулас ĕмĕт те мана тыткăнлатчĕ. 1983-çулта, шкул пĕтерсен, педагогика институтне каясшăнччĕ _ направлени пулманнипе каймарăм. Вара... И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. «Сывату ĕçĕ» специализацине суйларăм. 1990-çулта алла тухтăр дипломне алла илтĕм.

_ Ỹкĕнмен-и?

_ Çук! Аслă шкулта алла илнĕ специальность мана çывăх çынсен сывлăхне тимлĕхре тытма май пачĕ. Паллах, районта (округра) ĕçлесе сахал мар çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă _ çакă ĕçĕм усăсăр мар иккенне çирĕплетет. Татьяна аппам _ ĕçри маяк. Вăл _ Тăвай район больницин врачĕн çумĕ.

_ Пĕр тăвансен _ пĕр пек должность, пĕр пек яваплăх! Ĕç биографине ăçта пуçларăр, Нина Дмитриевна?

_ Ăçта çуралнă _ çавăнтах кирлĕ пултăм (кулать)... Малтан Шăмăршă район больницин «Васкавлă пулăшăвĕн» врачĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм. Çакăнтах пулас мăшăрăмпа _ Ярăславри Сергей Матвеевпа _ «Васкавлă пулăшу» машинин водителĕпе паллашрăм. 1992-çулта пĕр çемье çавăртăмăр. Сăмах май, пирĕн икĕ ывăл: Ваньăпа Дима. Ваня мăшăрланчĕ, çемьере Глебпа Янăна çитĕнтереççĕ. Декретлă отпускран тухсан мана терапи уйрăмне куçарчĕç. 1995-çулта çамрăксемпе ĕçлекен тухтăр ĕçĕсене турăм. Анат Чаткасра уçăлнă çемье офисĕнче пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕнче вăй хутăм. 2014-çултанпа _ районти тĕп больницăра тĕп врачăн сиплев енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăрăшатăп.

_ Çав хушăрах врач-кардиолог тивĕçĕ те Сирĕн çинче.

_ Çапла.

_ Мĕнле ĕлкĕретĕр?

_ Атте-анне _ «Аврора» колхозра тар тăкнă çынсем; анне _ ĕç ветеранĕ, атте _ ăста платник пулнăскер. Вĕсем ачаран ĕçре пиçĕхтерни чăтăмлăха туптама пулăшнă пулĕ тетĕп. Пире _ тăватă ачине те _ ахаль колхозник пуçпах аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Аслă ăру çине тăрсах тĕллеве пурнăçлама вĕрентни манра та йĕр хăварнах.

_ Сирĕн шутпа, Нина Дмитриевна, сывлăх сыхлавĕнчи ĕçченĕн мĕнле пахалăхсем пул- малла?

_ О-о-о! Зинаида Ивановна, Сирĕн ыйтăвăр шухăшăма тăсма пулăшрĕ... Медицина ĕçченĕн чи малтан хăйĕн чăн-чăн çын тата специалист пулмалла. Чирлĕ çынсене _ ỹсĕмне, должноçне, обществăри статусне пăхмасăр _ пурне те пĕр пек йышăнмалла, пăхмалла, пулăшу памалла. Гиппократ тупине çирĕп пăхăнмалла. Паллах, пирĕн сыватуçă кăна мар, психолог та пулмалла. «Ăшă сăмах _ шанчăклă эмел вырăнĕнче», _ теççĕ. Ĕçри тивĕçĕмпе, ватăсене, инвалидсене час-часах йышăнатăп. Вĕсене лăплантарса, малашлăха шанчăклăн пăхма хавхалантарса, ку е вăл эмел хучĕпе направлени çине алă пусатăп. Тухтăр сăмахĕнче, вăл пациент çине епле пăхнинче (ун пулăшăвĕнче) _ çур ăнăçу. Ытти çынран хăйĕнчен килет.

_ Çынран хăйĕнчен килет... Çакна кардиологи енĕпе ăнлантарăр-ха, тархасшăн.

_ Паллах, чир-чĕр пирĕн çума çыпăçасси ăруран, тавралăх таса марринчен, кĕтмен хуйхă- инкеке пула стреса лекнинчен нумай килет. Ытти вара сывă пурнăç йĕркине епле тытнипе çыхăннă. Эрех-сăрапа, пирус туртассипе, наркоманипе тата ытти сиенлĕ йăлапа иртĕхни, тĕрĕс апатланăва пăрахăçлани, сахал хускални акă юн пусăмĕ пăсăласси тата юнри холестеринпа сахăр шайĕ ỹсесси патне илсе çитерет. Инсультпа инфаркт шăпах çак сăлтавсенчен пуçланаççĕ. Вăхăтлă эмел ĕçменни, тĕрĕсленменни, сиплев курсĕ витĕр тухманни чирсене çивĕчлетет. Меллĕ самантпа усă курса, округ çыннисене диспансеризаципе профосмотр витĕр тăтăшах тухса тăмаллине аса илтеретĕп.

_ Сирĕн ĕçĕре Хăвăр тимлекен учреждени, район (округ) администрацийĕ, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви Тав хучĕсемпе тата Хисеп грамотисемпе чысланине пĕлетĕп. Çавăн пекех Сире учрежденин тата округ администрацийĕн Хисеп хăмисене те кĕртнĕ. Пархатарлă ĕçĕре халĕ РФ Сывлăх сыхлавĕн Хисеп грамотипе те палăртрĕç. Çынна юрăхлă ĕçлетĕр, Нина Дмитриевна. Çĕр-шыв шайĕнче те Сирĕн ĕçĕр курăмлă. Сывату ĕçĕ малашне те Сире ят-сум кỹтĕр!

_ Тавах! Округ çыннисене вара эпĕ хăйсене юратма _ сывлăха упрама _ сунатăп.

Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.



20 июня 2025
15:44
Поделиться