Мăнастирте _ экскурсире

Республикăн «Мăнастирти пĕр кун» çут ĕç проекчĕпе (ун пуçаруçисем _ ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политики министерстви тата Чăваш Митрополийĕпе Шупаш- кар Епархийĕ) килĕшỹллĕн, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ çумĕнчи «Хĕвел» лагерь ачисем Улатăр хулине çитсе килчĕç. Наталия Ермолаевăпа Елена Угарина вĕрентекенсем ертсе пынипе вĕсем арçынсен Свято-Троицк мăнастирĕнче пулчĕç.

Пĕр кун хушшинче тем те курса тĕлĕнчĕç. Лазарь иеромонах тĕн çуртĕнче экскурси йĕркелерĕ. Вĕренекенсемшĕн мăнастир историйĕ, ĕçĕ-хĕлĕ питĕ кăсăклă пулчĕ. Мастерскойсенче пулни те асра юлĕ. Чан (колокол) çапас тĕлĕшпе ăсталăх класне те хутшăнчĕç арçын ачасемпе хĕрачасем. Трапеза çуртĕнче хăнасем мăнастир Уставĕпе апатланчĕç. Экскурсовод ачасемпе кĕллĕн (молитва) пурнăçри пĕлтерĕшне те уçса пачĕ, нумай ыйтăва хуравларĕ. Мероприяти ачасене асăнмалăх открытка панипе вĕçленчĕ. _ Свято-Троицк мăнастирĕнче пулса курни пирĕншĕн нумайлăха асра юлĕ, _ терĕç «Хĕвел» лагерь ачисем.

Наталия Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.



20 июня 2025
15:59
Поделиться