Çĕнĕ çурт сахал лартатпăр
КĂÇАЛХИ пилĕк уйăхра округра 409 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ку 43,2 процентпа танлашать. Ялсенче çĕнĕ çурт лартакансем сахалланни çамрăксем хула енне туртăннине те çирĕплетет. Çемье çавăракансем те сахал: пилĕк уйăхра округра пурĕ те 3 туй çеç кĕрленĕ (пĕлтĕрхи çак тапхăрта _ 7 туй).