Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ
ИЮНĔН 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Шупашкартан килнĕ тата округри информаци ушкăнĕсем халăхпа тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕн çак темисене çĕкленĕ:
- Чăваш Ен _ 105 çулта. Ырă йăласене упраса пуласлăхшăн тăрăшатпăр: 2020_2025-çулсем.
- Республика кунĕнче ирттерме палăртнă тĕп мероприятисем. (Информаци кунĕнче сỹтсе явнă темăсене хаçатăн паянхи номерĕнче пичетленекен материалсем çутатаççĕ). Çав кунах округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркеленĕ.
Н.НИКОЛАЕВА.