Сергей ГАЛКИН: "Эпĕ ялаçчен çынсем нумаййишĕн юрататăп"

1920 Çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче историшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ "Чăваш автономи
облаçĕ çинчен" декрет йышăннă, ăна Совнарком Председателĕ В.И.Ленин (Ульянов), ВЦИК Председателĕ М.И.Калинин тата ВЦИК секретарĕ А.С.Енукидзе алă пуснă. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ администраципе территори автономийĕн йышне Хусан кĕпĕрнин Шупашкар, Çĕрпỹ тата Етĕрне уесĕсем, Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва тата Кăрмăш уесĕсен, Хусан кĕпĕрнинчи Козьмодемьянск уесĕн пĕр пайĕ кĕнĕ.
Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитнĕ май, пирĕн корреспондент Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Сергей ГАЛКИНПА курса калаçнă.
- Чăваш автономи облаçĕ 105 çул тултарни – Федераци пĕлтерĕшлĕ паллă событи, - тенĕ Сергей Галкин. – Автономи йĕркелени чăваш халăхне хăйĕн культурине, чĕлхине, пĕлĕвне анлăн аталантарма май панă, наци мăнаçлăхĕпе хамăра хисеплес туйăма ỹстерме пулăшнă.
Çак уяв тăван ене юратакан, унăн хăйне евĕрлĕ кун-çулĕпе, ăс-хакăлĕпе культурин паха еткерлĕхĕпе мăнаçланакан мĕн пур çынна пĕрлештерет.
Чăваш автономийĕ 105 çул тултарнине эпир çăмăл мар лару-тăрура, анчах тивĕçлĕ кăтартусемпе кĕтсе илетпĕр.
- Сергей Авенирович, кăштах историе аса илер-ха. Чăваш автономине туса хунă хыççăн - 1920-çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче - Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсене Çĕрпỹ уесне, 1921-çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Йĕпреç (Патăрьел) уесне кĕртнĕ.
1927-çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче вара Пĕтĕм Раççейри Тĕп ĕçтăвком Президиумĕ Шăмăршă районне туса хунă, унта 28 яла, 3853 кил-хуçалăха, 19865 çынна кĕртнĕ.
Çав çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче Советсен пĕрремĕш съезчĕ пулса иртнĕ, йĕркелỹ ларăвĕнче райĕçтăвком йышне, унăн Председателĕ пулма, Патирек ялĕнчи Михаил Крылов учителе суйланă.
- Çапла, Чăваш автономи йышĕнчи Шăмăршă тăрăхĕн историйĕ - пуян, Эсир ăна архив докуменчĕсем тăрăх тĕпченине ырламалла кăна. Чăваш АССРĕ 1929-1936-çулсенче Чулхула (Нижегородской) крайне кĕнине те, 1962-1965-çулсенче Шăмăршă районĕ Патăрьел районĕн йышĕнче пулнине те, вăрăм та мухтавлă кун-çулăн ытти пулăмне те пирĕн пĕлмеллех.
- Ĕлĕкхинчен хальхи патне таврăнар-ха: юлашки пилĕк çул хушшинче - 2020_2025-çулсенче - Шăмăршă тăрăхĕнче пулнă ырă улшăнусене куç умне кỹрсе тăратсан аван пулĕччĕ...
- Тĕрĕс калатăр: ырă улшăну нумай пулнă, кашни çулах халăх пурнăçĕнчи паллă ĕçсемпе асра юлнă.
Акă 2020-çулта Шăмăршă районĕнче Наци проекчĕсене пурнăçланă май пурĕ 5 километрта 83 метр çула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, çавăн пекех чул сарса 2 пин тăваткал метр çула тикĕсленĕ.
"Экологи" Наци проекчĕн "Коммуналлă хытă каяшсене тыткаламалли комплекс тытăмĕ" программипе килĕшỹллĕн, коммуналлă хытă каяшсемпе çỹп-çап пăрахмалли 554 контейнер вырнаçтарнă. Паянхи кун тĕлне муниципалитет округĕнче çỹп-çап пухмалли 264 площадка хатĕрленĕ, вĕсенче 622 контейнер лартса тухнă. Çакна палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче округ халăхĕ ял-урам тасалăхĕпе тирпейлĕхĕшĕн ытларах тăрăшма тытăнчĕ. Çỹп-çап контейнерĕ тулсанах вăхăтра тиесе кайни те çынсен кăмăлне çĕклет.
"Хулари пек пурнăç йĕркелесси" программăна тĕпе хурса Шăмăршăн общество территорине тирпей-илем кĕртнĕ, 2020-çулта асăннă проекта пурнăçлама 5 миллион та 600 пин тенкĕ уйăрнă. Район территорийĕнче 28 ача-пăча площадки йĕркеленĕ. Шăмăршăри Культура керменĕ умĕнчи лапама тирпей-илем кĕртнĕ. Халĕ кунта хулари пек илĕртỹллĕ.
2020-çулта ялти шкулсен пурлăхпа техника никĕсĕ палăрмаллах лайăхланнă. Чăваш Республикин "Вĕренĕве аталантарасси" программипе Шăмăршă вăтам шкулĕн çуртне юсанă. Кунти ĕç виçĕ çула тăсăлнă: пĕтĕмпе 54,4 миллион тенкĕ тăкакланă.
"Вĕрентỹ" Наци проекчĕпе Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта цифрăпа гуманитари профилĕсен "Точка роста" центрĕ уçăлнă. Карапай Шăмăршăри - вăтам тата Анат Чаткасри тĕп шкулсенче спорт залĕсене тĕпрен юсанă, Чукал шкулĕнчи спорт залне çĕнетнĕ.
Карапай Шăмăршăри "Василек" ача садĕнче тĕппипех юсав ĕçне вĕçленĕ. Çак пысăк ĕç валли 12 миллион тенкĕ тăкакланă. 2020-çулта çавăн пекех Шăмăршăпа Çĕнĕ Шăмăршă ялĕсем хушшинчи плотинана юсаса çĕнетес ĕçе пуçăннă. Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕнчен ялсене шыв пăрăхĕ тăснă, çак ĕç малалла пырать.
Район больницинчи ача-пăча уйрăмне тĕпрен юсама, больницăна кĕмелли тĕп алăк умĕнче колоннăсем тăратма, маччине сарса тикĕслеме 12 039 000 тенкĕ уйăрнă.
"Экологи" Наци проекчĕпе Шăмăршă лесничествине 5 "Беларус-82" тракторпа тата вăрман патрулĕн 4 пĕчĕк комплексĕпе, 1 бульдозер тракторпа тивĕçтернĕ.
Шăмăршăри Культура керменĕнче 7 миллион ытла тенкĕлĕх юсав ĕçĕ тунă, зала çĕнĕ çемçе креслосем вырнаçтарнă.
- Сергей Авенирович, 2021-çулта та районта нумай ĕç тунине ас тăватăп...
- 2021-çулта пуçару бюджечĕпе Шăмăршă тăрăхĕнче 29 проекта (22 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ.
Регионти "Пурăнмалли вырăн" проектпа килĕшỹллĕн, 2055 тăваткал метр çурт-йĕр хута__янă. "Пурăнмалли вырăн тата хулари пек тăрăх" Наци проектне тĕпе хурса Шăмăршăри Космовский урамĕнчи обществăлла çурт-йĕре хăтлăх кỹресси вĕçленнĕ. 5 çамрăк çемьене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернĕ.
Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи сыпăкне модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн, Шăмăршă район тĕп больницине çĕнĕ оборудованипе – куç чирĕсене сиплемелли аппаратпа, электрокардиографпа, дефибрилляторпа тата санитари автомобилĕсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех районти фельдшерпа акушер пункчĕсене 3 çĕнĕ дефибриллятор уйăрса панă.
2021-çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче Пуянкассинче тата Кивĕ Чукалта çĕнĕ ФАПсем уçăлни те - республика ертỹçисем халăхшăн тăрăшни.
Çулталăк вĕçĕ тата тепĕр ырă хыпарпа савăнтарнă: Шăмăршă, Палтиел тата Пăчăрлă Пашьел шкулĕсене çĕнĕ автобуссем уйăрса панă.
- 2022-çул пирки мĕн калама пултаратăр?
Муниципалитет округĕнчи ял хуçалăхне аталантарма патшалăх 2022-çулта 51,9 миллион
тенкĕ укçа парса пулăшнă. 2022-çулта хуçалăхсем тĕрлĕ модификациллĕ 14 трактор, тĕш тырă пуçтарса кĕртекен 1 комбайн, хăй тĕллĕн çỹрекен 1 опрыскиватель, 1 косилка, кăкарса ĕçлемелли ытти техника туяннă.
Шăмăршă районĕн 95 çулхи юбилейĕ умĕн Анат Чаткас ялĕнче врач амбулаторийĕ (21 миллион 72 ытла тенкĕлĕх) уçăлнă. 2022-çулхи декабрь уйăхĕнче вара Шăмăршă район тĕп больницин инфекци уйрăмне тĕпрен юсаса усă курма панă.
- 2023-çулта - декабрĕн 5-мĕшĕнче – округ пуçлăхĕн "тилхепине" Сире шанса пачĕç. Çав çулхи çитĕнỹсемпе вĕçленмен ĕçсене аса илеймĕр-ши?
- Ĕçе çулталăк вĕçленеспе çеç пуçăнтăм та, çавăнпа та çитĕнỹсем те эпĕ хутшăннипе çеç пулман тейĕттĕм. Апла пулин те ырă ĕçсене каласа хăвармаллах.
2023-çулта Шăмăршă муниципалитет округĕнче планпа пăхнă 2140 тăваткал метр вырăнне 3 945 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ял тулашĕнчи çула юсама 17,1 миллион тенкĕпе усă курнă. Шăмăршă - Анат Чаткас – Хĕрлĕ Васан, Шăмăршă - Çĕнĕ Шăмăршă – Васан çула 3,2 километр тăрăшшĕ юсанă. 2023-çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем пурĕ 161,61 миллион тенкĕлĕх 12 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ.
Округра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 4457 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ. Кашни гектартан 34,3 центнер тырă, 163 центнер çĕр улми, 16 центнер хĕвел çаврăнăш пуçтарса кĕртнĕ.
2023-çулта республика конкурсĕнче çĕнтерсе Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ "Чи лайăх ялти Культура çурчĕ", Васанти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ краеведени музейĕ "Чи лайăх ялти музей" ята тивĕçнĕ, 175-шер пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ, Кивĕ Чукал библиотеки "Чи лайăх ял библиотеки" ята çĕнсе илме пултарнă.
2023-çул вĕçĕ Шăмăршă муниципалитечĕн округĕнче умлă-хыçлă çĕнĕ пỹрт уявĕ ирттернипе те асăмра юлчĕ. Виçпỹрт Шăмăршăра тата Асанкассинче çĕнĕ ФАПсем уçăлчĕç, Шăмăршăра тăватă хутлă, 40 хваттерлĕ çĕнĕ çурта усă курма патăмăр.
- Сергей Авенирович, 2024-çулхи çитĕнỹсем те, "çылăхсем" те тỹрремĕнех Сирĕнпе çыхăннă...
- Кунта "эпĕ пулман" тесе пăркаланма çук (кулать). Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев кăçалхи февралĕн25-мĕшĕнче пирĕн патăмăра Правительство кунне ирттерме килсен те çаплах каларĕ: мĕн пур ĕçе критикăлла хак памасан, эпир нумай малалла каяймăпăр. 2020_2024-çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пирки каланă май, çакна палăртмалла: çак тапхăрта округра 636,6 миллион тенкĕлĕх 35 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Çав шутра 2024-çулта - 112,3 миллион тенкĕлĕх 6 проект. 2020_2024-çулсенче 130 вырăнлă çĕнĕ сĕт-çу ферми хута янă, 4 пăру витине, 2 ĕне витине тата тырă упрамалли 9 ангара реконструкцилесе модернизациленĕ.
Юлашки пилĕк çул хушшинче "Агростартап" программăпа 8 хресчен (фермер) хуçалăхĕ - патшалăхран 27 миллион тенкĕ, "Çемье ферми" программăпа 4 хресчен (фермер) хуçалăхĕ - 54 миллион тенкĕ, "Перспектива" программăпа 3 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 24,1 миллион тенкĕ пулăшу илнĕ.
Округра ял хуçалăх техники çĕнелсех пырать. Юлашки 5 çулта фермерсем 265 миллион тенкĕ ытлалăх çĕнĕ техникăпа оборудовани туяннă.
2020-çултанпа ял территорийĕсенче 135 пуçару проектне - пурĕ 142 миллион тенкĕлĕх - пурнăçа кĕртнĕ. 2025-çулта 74,5 миллион тенкĕлĕх 31 пуçару проектне пурнăçлама палăртрăмăр.
"Транспорт системине аталантарасси" муниципалитет программипе 2020_2024-çулсенче вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула юсама 107,5 миллион тенкĕпе усă курнă. Пурĕ 26,4 километр, çав шутра ялурамĕсенчи 8,1 километр çула, çĕнетнĕ. Çулсене тытса тăма 64,2 миллион тенкĕ тăкакланă, нумай хваттерлĕ çуртсен 5 картишĕн территорине юсанă. 2025-çулта çак программăпа пурĕ 24,9 миллион тенкĕлĕх 3,7 километр çула юсамалла, çулсене тытса тăма 21,9 миллион тенкĕ уйăртăмăр. Иртнĕ пилĕк çул хушшинче Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче унччен авариллĕ шутланнă 3 çуртра пурăнакансене çĕнĕ хваттерпе тивĕçтернĕ.
Юлашки 5 çул хушшинче муниципалитет округĕнче ача-пăча тата спорт площадкисем тума 23,6 миллион тенкĕлĕх 11 проекта ĕçе кĕртнĕ. 2024-çулта Шăмăршăри тĕп больницăна, шкула тата "Сказка" ача садне хутса ăшăтма блокпа модуль котельнăйне хута ятăмăр. Юлашки 5 çул хушшинче округра 21 шыв башнине тĕпрен юсанă, çак ĕçе тума 20,9 миллион тенкĕ укçапа усă курнă. 2020_2024-çулсенче округри икĕ вĕрентỹ учрежденине тĕпрен юсанă (87,8 миллион тенкĕлĕх), виçĕ шкул территорине тирпей-илем кỹнĕ (22,6 миллион тенкĕлĕх). Çавăн пекех виçĕ ача садне тĕпрен юсанă (17,1 миллион тенкĕлĕх). Кашни шкултах спортзалне юсаса çĕнетнĕ.
Юлашки 5 çул хушшинче округра 34,6 миллион тенкĕлĕх 6 ФАП, 21,18 миллион тенкĕлĕх тухтăр амбулаторийĕ туса хута янă, вĕсене 6,1 миллион тенкĕлĕх кăткăс оборудованипе тивĕçтернĕ. Сывлăх учрежденийĕсене 6,6 миллион тенкĕлĕх 8 автомобиль уйăрса панă.
2025-çулта "Сывлăх сыхлавĕ" Наци программипе Палтиелĕнче врач амбулаторийĕ тума (22,85 миллион тенкĕлĕх), Пăчăрлă Пашьелĕнчи амбулаторие тĕпрен юсама (3,2 миллион тенкĕлĕх) палăртрăмăр. Сывлăх учрежденийĕсем çутă та ăшă çуртсенче вырнаçни, вĕсенче пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕçлени халăх кăмăлне çĕклĕ.
2024-çулта Анат Чаткасри Культура çуртне тĕпрен юсарăмăр (3,3 миллион тенкĕлĕх), Шăмăршăри тĕп библиотекăна çĕнетрĕмĕр (10 миллион тенкĕлĕх), 2025-çулта - "Централизациленĕ клуб тытăмĕ "АУ çумĕнче кинозал уçма, 2026-çулта Пăчăрлă Пашьел библиотекине модернизацилеме йышăнтăмăр. Округра пурăнакансен канăвне тивĕçлипе йĕркелессишĕн пысăк вăй хуракан специалистсене эпĕ чĕререн тав тăватăп.
Шел те, округ вăтам ĕç укçи кăтартăвĕпе республикăра кайри вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Ял хуçалăхĕнчи шалу вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех. Ку енĕпе ĕçлемелле.
Çавăн пекех пирĕн туризм ĕçне вăйлатассишĕн тăрăшмалла, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн дирекцийĕпе тачă çыхăнса вăй хумалла.
Республика пулăшнипе эпир округри пассажирсене ялтан яла автобуспа турттарассине йĕркелесе ятăмăр. Çак ĕçшĕн халăх питĕ кăмăллă. Хамăрăн кулленхи ĕçре эпир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Алексеевич Николаевăн тата Министрсен Кабинечĕн пулăшăвне яланах туйса тăратпăр. Олег Алексеевич канашлура: "Шăмăршăсен малашлăх пур", - тесе калани мана – хальтерех çеç ĕçлеме тытăннă çынна - тата та тăрăшарах вăй хума хавхалантарать.
2025-çула Раççейре – Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикинче Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă. Çавна май эпир халăхра патриотизм туйăмне çĕклессишĕн нумай тăрăшатпăр. Шăмăршă округĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене татти-сыпписĕр гуманитари пулăшăвĕ ярса тăраççĕ. Пирĕн ентешсем СВОра пысăк паттăрлăх кăтартнине вĕсен орденĕсемпе медалĕсем яр-уççăн çирĕплетеççĕ.
Июнĕн 12-мĕшĕнче Шăмăршăра Акатуй-сабантуй ирттерсе, ĕçре тата пурнăçра ырă тĕслĕх кăтартакан çынсене пĕтĕм халăх умĕнче чаплă лару-тăрура чысларăмăр. Çак уява Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине тата Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитнине халалларăмăр. Ыранхи кун лайăхрах пуласси паян мĕнле ĕçленинчен, кашни çын тăван округшăн, республикăшăн тăрăшнинчен килет. Халăхпа ирттерекен Пĕрлехи информаци кунĕсенче тата ял пухăвĕсенче эпир çакна аса илтерсех тăратпăр. Шăмăршă округĕн çыннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ĕç-хĕлне ырлаççĕ, тăван Чăваш Енри кашни çитĕнỹшĕн савăнаççĕ. Эпĕ округри кашни яла ĕçчен çынсем нумаййишĕн юрататăп.
Хаçатра вырăн панипе усă курса, Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакан кашни çынна Чăваш автономине туса хунăранпа 105 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата пурнăçра ăнăçу сунатăп.
Калаçăва Иван Салан даев йĕркеленĕ.