Тăлăх ачана - çĕнĕ хваттер

Эпир тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва çăмăллатма пултартăмăр. Çак лару-тăру питĕ çивĕччĕ: 2020-çулччен черет ỹснĕçем ỹссе пынă. Ман шухăшпа, тата икĕ çултан эпир хваттер черечĕн ыйтăвне ăнăçлă татса пама вăй çитерĕпĕр.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
ИЮНĔН 17-мĕшĕ Шăмăршă çамрăкĕшĕн Алексей Поповшăн пурнăçри чи телейлĕ кунсен шутĕнче пулĕ. Ашшĕпе амăшĕсĕр тăлăха юлнă качча чаплă лару-тăрура çĕнĕ хваттер уççине пачĕç.
Çак савăнăçлă событипе Алексее округ администраци пуçлăхĕ Сергей Галкин чунтан саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ.
_ Çĕнĕ хваттер саншăн çуралса ỹснĕ кил пекех тăван та ăшă пултăр, паянхи кун вара сан асунта пысăк уяв пек юлтăр! _ терĕ хваттер уççине тыттарнă май Сергей Авенирович.
Хальхи вăхăтра Шăмăршă муниципалитет округĕнче хваттер черетĕнче 15 тăлăх ача, çав шутра 18 çула çитнĕ 9 çамрăк, тăрать. 2025-çул вĕçлениччен тата 2 çамрăка хваттер туянмашкăн сертификат пама палăртнă.
Н.ИЛЬИНА.