Упа утаман _ Чукал вăрманĕнче

КИВĔ ЧУКАЛ çывăхĕнчи вăрманта упа çỹренине курнă. Кун пирки пире çак ялта пурăнакан Николай Иванов пĕлтерчĕ.

_ Хальччен эпир Скандинави меслечĕпе утса вăрман çулĕпе çỹреттĕмĕр. Упа курнă хыççăн ялтах сукмак йĕркелерĕмĕр. Спорта юратма пăрахмастпăр-ха, _ терĕ Николай. Упи Улатăр е Йĕпреç тăрăхĕнчен «хăнана» килнĕ- скер-ши _ çынна сиен тăвас шухăшĕ те çук пуль-ха. Апла пулин те хăратать, сыхланакана Турă та хỹтĕлет тенĕ вĕт ваттисем.

С.ИВАНОВ.



20 июня 2025
15:31
Поделиться