Выльăх шучĕ чакни пăшăрхантарать

КĂÇАЛХИ июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне округри мĕн пур категорие кĕрекен хуçалăхсенче 5800 пуç мăйракаллă шултра выльăх (иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан _ 78,6 процент) усранине шута илнĕ. Сăвăнакан ĕнесен шучĕ 18 процент ытла чакнă. Килти хуçалăхсем выльăх сахалтарах усрама тытăнни палăрать. Çав вăхăтрах фермер хуçалăхĕсенче ĕнесен йышне 2 процент ỹстернĕ.



20 июня 2025
15:56
Поделиться