Вырăна тухса _ канашлу
ХАЛЬХИ вăхăтра рынок йывăç тата унран хатĕрленĕ япаласене нумай ыйтать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура йывăçа тарăннăн ĕçе кĕртессине лайăхрах йĕркелемеллине, вăрман касас ĕçре çирĕп йĕрке туса хумаллине палăртнă.
Çак ыйту тĕп вырăнта пулнă та ĕнтĕ Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви Шăмăршă округĕнче ирттернĕ канашлура. Унта республикăри вăрман хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă 50-а яхăн çын хутшăннă.
Канашлăва килнисем Асанкассинчи Л.И.Хайретдинов уйрăм предпринимателĕн про- изводство цехĕсемпе тата площадкăсемпе паллашнă. Предприниматель 2013-çулта Чукал лесничествин 9,5 гектарне йывăç касса хатĕрлемешкĕн арендăна илнĕ. 2016-çулта кунта вăрман йĕркелĕвĕн (лесоустроительная работа) ĕçне туса ирттернĕ. Унпа килĕшỹллĕн, кашни çулах 17 пин кубометр ытла йывăç касаççĕ.
Предприниматель вăрмана каснипе çеç çырлахмасть, çамрăк хунавсем ĕрчетессишĕн те тăрăшать. Çулленех 34-шар гектар çинчи вăрмана çĕнетсе пыраççĕ, маларах лартнă 170 гектар вăрман культурине пăхса ỹстереççĕ.
Канашлура сăмах илсе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви тата вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Андрей Марушин шăмăршăсен опытне анлă сармаллине палăртнă. «Кунта вăрмана каснипе çеç лăпланмаççĕ, çут çанталăка пуянлатассишĕн те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, бизнеса аталантарсах пыраççĕ», _ тенĕ депутат.
(Çĕнĕ хыпарсен ярăмне Ив.САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ).