Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле _ экскурсие
ШĂМĂРШĂ вăтам шкулĕн 5 «б» класĕнче вĕренекенсем _ хăйсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле _ çак кунсенче Йошкар-Ола хулинче экскурсире пулчĕç. Туристсем Царевококшайск Кремлĕпе, «12 апостол» архитектура комплексĕпе паллашрĕç, мари халăх юмахĕсен музейĕнче пулса курчĕç, Йошкин кушак аçине халалласа лартнă палăк умĕнче сăн ỹкерĕнчĕç, лаша спорчĕн комплексĕнче урхамах çине ларса ярăнчĕç.
(Çĕнĕ хыпарсен ярăмне Ив.Саландаев хатĕрленĕ).