БАМ
Çимĕк уявĕ çитиччен ялăн фельдшерици _ Шура _ Ваççапа тепĕр вунă çынна район больницин автобусĕпе центрти сиплев çуртне тухтăрсем патне илсе килчĕ.
_ Сирĕн диспансеризаци витĕр тухмалла, _ терĕ.
Ваççа та, ыттисем пекех, кирлĕ хутсем тытса, тухтăрсен пỹлĕмĕсене _ пĕрин хыççăн теприне _ кĕчĕ. Коридорпа утнă чухне ăна кỹршĕ ялти пĕлĕшĕ тытса чарчĕ:
_ Салам, Ваççа! Мĕскер, чирлерĕн-и? _ тесе куçĕнчен тĕпчевлĕн пăхрĕ.
Ваççа кăштах кỹренчĕ те. Хуравне вара çапла пачĕ:
_ Çимĕк умĕн масар çине çỹп-çап тасатма кайнăччĕ. Мана унта курнă пулсан: «Вилнĕ-и эсĕ?» _ тесе ыйтаттăн-и?.. Диспансеризаци иртмелле, çавăнпа кунта эпĕ. Хăвна мĕн пулчĕ?
Пĕлĕшĕ те Ваççана хурав пачĕ:
_ Пирĕн, аслă ăрăвăн, пĕр сăмах _ «БАМ».
_ Мĕн?! Байкал кỹлли патне чукун çул тунă çĕре кайма пуçтарăнтăн-и?
_ Эх, Ваççа! Çавна та пĕлместĕн-и? БАМ вăл _ больница, аптека, магазин.
_ ?
_ Çамрăк çав-ха эсĕ, пурне те пĕлейместĕн-ха... Турă сывлăх патăр сана!
Шуркка Петти, Шăмăршă ялĕ.