«Чăхă пĕчĕккĕн сăхсах «тăранать»

«Чăхă пĕчĕккĕн сăхсах «тăранать»

СТАТЬЯ ятне эпĕ малтан урăхла парасшăнччĕ: «Взятка: коррупцирен мĕнле сыхланмалла?». Шухăшларăм та, паянхи пурнăçра взятка серепи чылай анлăрах пулнине палăртас килчĕ.

...Темиçе çул каялла эпĕ санаторире пĕр пĕчĕк пуçлăхпа паллашнăччĕ. «Чăхă пĕчĕккĕн сăхсах тăранать», _ тетчĕ вăл яланах йăл та йăл кулса. Çынна патшалăх ĕçĕнче «пулăшнăшăн» ăна тав туса парне панă иккен, кам _ хаклă йышши эрех е апат-çимĕç, кам _ укçа...

Парне йышăнассине вăл çирĕп йăлана кĕртсе янă та, хăрасси-вăтанасси пирки шутламан та. Ют çĕр-шывра туса кăларнă çăмăл автомашина туяннă, чаплă çурт-йĕр çавăрнă. «Пĕчĕк» парне иле-илех хулара хваттер туянмалăх та укçа-тенкĕ пуçтарнă.

Хайхи Шупашкара куçса кайнă та, тус-юлташĕ пулăшнипе унта та ăна яваплă ĕç шанса панă. Çапах та нумай савăнайман: пĕр çынран укçа илсе юлнă чух йĕрке сыхлавçисем ăна алăранах ярса тытса чылай вăхăтлăха «кирпĕч шутлама» ăсатнă. Шел пулин те, çынран «пĕчĕккĕн» илекенсем çав-çавах нумай-ха, вĕсене тупса палăртма та çăмăл мар. Çак лайăх мар пулăм обществăна пысăк сиен кỹни пирки шутласах каймастпăр. Коррупципе кĕрешесси кашни çын тивĕçĕ пулмаллине манатпăр.

Взятка илекенсем ăçтан тупăнаççĕ-ха? Паллах, вĕсем «пĕлĕтрен татăлса» анмаççĕ, хамăр хушăранах тухаççĕ. Пĕчĕк парне йышăннине вĕсем взятка тесе шутламаççĕ те: «Ку вăл _ тав туни çеç», _ теççĕ.

Прокуратура ĕçченĕсем пĕчĕк взятка илесси сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче пуррине çирĕплетеççĕ. 2024-çулта следстви органĕсем Чăваш Республикинчи хăш-пĕр министерствăра та взятка илнĕ тĕслĕхсем тупса палăртнă. Иртнĕ çул республикăра коррупципе çыхăннă 92 уголовлă ĕçе суда ярса панă.

ФСБ тата прокуратура тачă çыхăнса ĕçленипе пысăк сумма взятка илнĕ тĕслĕхсене те палăртнă, бюджет укçа-тенкине вырăнсăр салатассине чарса лартнă. Çакна манма юрамасть: взятка вăл _ пĕчĕк-и, пысăк-и _ преступлени. Енчен те сире взятка пама пăхаççĕ пулсан, нихăçан та ан йышăнăр. Çак преступленишĕн сире тĕрмене хупма та пултарĕç.

Взятка панин е илнин факчĕсем çинчен компетентлă органсене пĕлтермелле. Кам та пулин взятка илнине асăрхарăр пулсан, курмасăр ирттерсе ямалла мар. Çак усал «чир» шала кайсан ырри патне илсе çитерместех. Взятка илнипе-панипе çыхăннă саккунсене çирĕп пăхăнмалла, мĕншĕн тесен взятка илнĕшĕн те, панăшăн та çирĕп айăплаççĕ.

Парнепе взятка пĕр-пĕринчен мĕнле уйрăлса тăраççĕ-ха? Юристсем çапла ăнлантараççĕ: парне вăл _ пĕр-пĕр хаклах мар япалана ху çывăх пĕлекен çынна ырă сунса пани. Взятка та _ парне, анчах çав парнене должноçри çын мĕнле те пулин ĕç тума пулăштăр тесе параççĕ.

Раççей Федерацийĕн Граждан кодексĕпе, «Раççей Федерацийĕнчи патшалăх граждан служби çинчен» тата «Раççей Федерацийĕнчи муниципалитет служби çинчен» саккунсемпе килĕшỹллĕн, муниципалитет служащийĕсен должноçри тивĕçе пурнăçласа çынна пулăшнăшăн парне илме юрамасть. Взятка илнĕшĕн 15 çул таран ирĕкрен хăтарма тата пысăк штраф тỹлеттерме пултараççĕ.

«Пĕчĕкрех» коррупципе çыхăннă тĕслĕх республикăра 2024-çулта темиçе те тупса палăртнă. Акă Пăрачкаври выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцин ветеринари врачĕ «Молтранс» ООО сотрудникне сĕте ветеринарипе санитари енчен тĕрĕсленĕ тесе темиçе хутчен те суя справка çырса панă. «Ырă» ĕçшĕн ветеринара ют çĕр-шыва турист çул çỹревне кайма путевка парнелесе «тав тунă». Пăрачкав район прокуратури _ çак факта тĕпчесе _ взятка илекене те, паракана та çирĕп явап тыттарма ĕç пуçарнă.

Шупашкар округĕнче полицире ĕçленĕ сотрудник, çул-йĕр çинчи аварие (ДТП) çакланнă тесе, палланă çынна икĕ хутчен суя документ туса панă, лешĕ ăна 20 тата 40 пин тенкĕ взятка тыттарнă. Преступлени тума тепĕр сотрудника та явăçтарнă, вăл протоколра суйса çырнипе, взятка паракан 1 миллион тенкĕ ытла страховани укçи илме пултарнă. Усал ĕç тăвакансене суд приговорĕпе çирĕп айăпланă.

Коррупци вăл _ çынлăха çухатса преступлени çулĕ çине тăни, должноçри вырăнпа саккунсăр усă курни, тĕрĕс мар майпа пуйма шутлани. Çак ăнлава тĕпе хутăм та ĕнтĕ эпĕ хамăн статьяна «Чăхă пĕчĕккĕн сăхсах тăранать» ят парса.

Ив.САЛАНДАЕВ.



27 июня 2025
13:39
Поделиться