«Чăн-чăн хỹтĕлевçĕ пулма шантаратпăр...»

Ывăл çуралсан ăна: «Çĕр-шыва юрăхлă пултăр!» _ тесе пиллеççĕ. Çапла майпа арçын ачана сывлăхлă, тĕреклĕ çитĕнме сунаççĕ.
... Ярăславри Ларисăпа Алексей Кузнецовсен Дмитрий, Леонтий ывăлĕсем халь кăна Васан тĕп шкулĕнче вĕренетчĕç. Хăйсене вĕренỹре те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те хастарлăхпа, пысăк ăсталăхпа кăтартатчĕç. Пĕчĕкрен ĕçе юрататчĕç, коллективлăха мала хуратчĕç. Шкул хыççăн иккĕшĕ те, умлă-хыçлăн, Çĕрпỹри агротехникумăн Кỹкеçри филиалĕнче алла специальность илчĕ. Ĕнер вара яшсем харăсах Раççей Хĕç-пăшаллă çарĕсен ретне тăчĕç.
Пĕр тăвансене юратнă кил-йышпа çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕ, кỹршĕ-арши, ял çыннисем чăваш йăли- йĕркипе аякри çула ăсатрĕç. Тăван ял урамĕсенче ал шăлли сулласа, пĕрле выляса тата вĕренсе ỹснĕ юлташĕсемпе ыталанса, салтак юрри юрласа çỹрерĕç призывниксем. Каçпа хăна-вĕрле пухăнчĕ Кузнецовсен килне. Пулас салтаксемпе пĕрле юрларĕ-ташларĕ, тулли кĕрекере сăйланчĕ. Тепĕр кун, ир-ирех, ушкăнпа салтак пăтти ларса çирĕç. Ашшĕ-амăшĕ юратнă тĕпренчĕкĕсене телейлĕ çул, çăмăл служба сунса чун-чĕререн пил пачĕ, ăсатма пынисем пулас салтаксене ырлăх-сывлăх, çăмăл служба сунчĕç.
_ Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнмалла пултăр! _ терĕç пурте.
_ Чăн-чăн хỹтĕлевçĕ пулма шантаратпăр! _ çакăн пек хурав пулчĕ Дмитрипе Леонтин.
Шанса тăратпăр, нумай ачаллă туслă çемьере çитĕннĕ, йĕркелĕхпе те ĕçченлĕхпе, çирĕп пĕлỹпе те анлă тавракурăмпа палăракан çамрăксем Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе таса чунпа пурнăçлĕç, чăваш ятне ямĕç. Çапла пултăр...
Зинаида Свеклова, Кузнецов призывниксен вĕрентекенĕ.