Çырла сутса _ смартфон

КĂÇАЛ нумай пахчара «виктория» çĕр çырли ăнса пулчĕ. Хăшĕ-пĕри çĕр çырлипе хура çырла татма вăрмана та çỹрет.

Шăмăршăра пурăнакан пĕр пенсионерка (хушаматне асăнма хушмарĕ) çырла сутса улттăри мăнукĕ валли смартфон туяннă. Телефонпа компьютера пĕрлештерекен çак хатĕре çамрăксем питĕ юратаççĕ. Асламăшĕ 20 пин тенкĕ ытла тăракан смартфона мăнукне çуралнă кунĕнче парнелеме шутлать.



27 июня 2025
12:51
Поделиться