Çĕнĕ технологи _ ỹсĕм çăл куçĕ
Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн коллективĕ вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи çĕнĕ технологисене алла илме тăрăшать. Çакă çитĕнекен ăрушăн меллĕ, кăсăклă, усăллă.
«Директорпа _ ирхи апат» проект акă шкул столовăйĕнче ачасен ашшĕ-амăшĕпе (законлă представителĕсемпе) пĕрле блюдăсене хак пама, çавна май вĕсен пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе витĕм кỹрет.
«Çăлтăрпа» _ ирхи апат», «Çĕнтерỹçĕпе _ ирхи апат», «Тĕрĕс апатлану _ шкул ачисен куçĕпе» проектсем вара ку е вăл сферăра çитĕнỹ тунă вĕренекенсене тĕп геройсем вырăнĕнче пулса курма май параççĕ. «Çăлтăрсем» _ округ пуçлăхĕн тата ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем, республика шайĕнчи «Ворошилов стрелокĕ» фестиваль тата «Шуршăл çинчи çăлтăрсем» вĕренỹ проекчĕн призерĕсем.
«Пĕлỹ илмелли вырсарникун» _ чăн-чăн уяв çăл куçĕ. 2024-çулхи ноябрьте Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемшĕн интерактивлă вăйăсемпе, Пирвайхисен юхăмĕн округри ертỹçипе Надежда Константиновăпа тĕл пулнипе нумайлăха асра юлĕ. Пир- вайхисен Юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн специалисчĕ
«Малашлăха _ билет» проектпа килĕшỹллĕн, 6_11-классенче професси суйлавне палăртмашкăн питĕ меллĕ. «Раççей _ ман горизонт» занятисен курсĕнче шкул ачисем професси тĕнчинче, ĕç рынокĕнче пулса курни савăнтарать.
«Тĕп хулари кун» регион проекчĕ (2024-çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланса кăçалхи майăн 27-мĕшĕччен пурнăçланчĕ) пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттерме май пачĕ. Федераци шайĕнчи «Профессионалитет» амбассадорĕсем, «ЧТТПК тараватлăхĕн» волонтерĕсем тата Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн преподавателĕсем кăçалхи апрелĕн 24-мĕшĕнче пирĕн вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.
«Проектори» проект тăрăх çамрăк ăрăва професси суйлавĕнче пулăшу кỹресси куç кĕрет. Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех уçă урок ирттерни, «Професси уявĕ» сайта тематикине кура материал лартни ачасемпе çамрăксен ăс-хакăлне пуянлатрех.
«Ашшĕ-амăш тĕпелĕ» класс тата шкул шайĕсенчи пухусене ашшĕ-амăшне пуçтарчĕ.
Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ _ кăсăклă «Шуршăл çинчи çăлтăрсем» республика шайĕнчи вĕренỹ проекчĕн участникĕ. 7-класс вĕренекенĕ Евгений Малышкин иртнĕ вĕренỹ çулĕнче «Çăлтăрсем патне» конкурсра çĕнтерчĕ, «Космогени шкулĕ» космос технологийĕ тăрăх интенсивлă профиль программине алла илчĕ. Сăмах май, «Космогени шкулĕ» «Пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕ» ГАНОУнче ЧР Вĕренỹ министерстви йĕркеленипе старт илнĕ. 5-класс вĕренекенĕ Софья Сабаева проектăн «Космос контенчĕ» конкурсĕнче мала тухма пултарчĕ.
«Çăлтăрпа» _ зарядка» хăй мĕне тăрать! Шкулта «çăлтăрсемпе» _ Роман Матвеевпа (А.И.Трофимов ячĕллĕ 10№ Олимп резервĕсен спорт шкулĕн тренерĕпе), Владислав Поляшовпа (тĕнче чемпионĕпе, Олимп вăййисен участникĕпе, Олимп резервĕсен 6№ спорт шкулĕн тренерĕпе), Петр Трофимовпа (Елена Николаева ячĕллĕ 8№ Олимп резервĕсен спорт шкулĕн тренерĕ) _ зарядка туни пурне те мăнаçлăх туйăмĕпе хĕмлентерчĕ.
«Университетри шăматкун» проект онлайн урлă регионти вĕренỹ заведенийĕсемпе çыхăнтарать. Çавна май уçă лекци, ăсталăх класĕ, интерактивлă практика занятийĕ тĕрлĕ наукăпа искусство çинчен тĕплĕнрех пĕлме май туса пачĕç, пулас професси пирки тĕплĕнрех шухăшлама хистерĕç.
«Точки роста» проект урлă _ пуласлăха» проект витĕмĕпе вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех лаборатори тата практика ĕçĕсем иртрĕç. Биологипе географи учителĕ Г.Айзетуллова акă çуркунне ку енĕпе пĕлĕвне ỹстерчĕ.
«Шкул библиотекисен республикăри «пĕлĕчĕн» сечĕ» проект иртнĕ вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнче пире Чăваш Енĕн шкул библиотекисен пĕрлехи сечĕпе çыхăнтарчĕ. Библиотекарьсемпе заняти те иртрĕ.
Çỹлерех асăннă проектсем вĕрентỹпе воспитани ĕçне тĕрĕс йĕркелеме май пани куç умĕнче. Ачасене вĕсем питĕ килĕшеççĕ, апла тăк, вĕсен _ вĕренсе аталанас, учительсен ĕçлес кăмăл пысăк.
Т.Степанова, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.