Наци проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ

2025-çулхи январь уйăхĕнче çĕр-шывра 19 çĕнĕ Наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсем çынсен пурнăçне лайăхлатма тата экономикăна тĕреклетме тивĕçлĕ.

«Çемье» Наци проекчĕ

Ачаллă 5 миллиона яхăн Раççей çынни кашни уйăхрах пособи илсе тăма пуçланă. Иртнĕ çулсене шута илсен, çĕр-шывра халĕ ачаллă 10 миллион ытла çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курать. 800 пин çын ача амăшĕн капиталĕпе усă курнă. Нумай ачаллă 50 пин ытла çемье ипотекăна тỹлесе татма 450-шар пин тенкĕ пулăшу илнĕ.

«Вăрăм та хастар пурнăç» Наци проекчĕ

900 пин пациента тỹлевсĕр эмелпе тивĕçтернĕ. Сывлăх учрежденийĕсем валли 1 пин ытла транспорт хатĕрĕ туяннă.

«Пурнăç инфратытăмĕ» Наци проекчĕ

РАÇÇЕЙРИ 16 пин çемье патшалăх программипе авариллĕ çурт-йĕртен çĕнĕ те хăтлă пурăнмалли вырăна куçнă.



27 июня 2025
13:06
Поделиться