Олег Николаев кандидатурине тăратнă

Чăваш Республикин халĕ ĕçлекен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссине кирлĕ документсем тăратнă. Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хăй тĕллĕн (самовыдвижение) хутшăнать. Çак самантран Олег Алексеевич яталă суйлав счетне уçма, муниципалитет депутачĕсемпе суйлавçăсем алă пуснине пуçтарма пултарать. Регион Пуçлăхĕ пулмашкăн кандидатсем тăратасси июлĕн 25-мĕшĕнчи 18 сехетчен пырать.

Н.ИЛЬИНА.



27 июня 2025
16:20
Поделиться