«Олег Николаева чĕререн тав тăватпăр!» _ çапла каларĕç хăйсен сывлăхнетĕрĕслеттернисем

Сывлăх патне _ утăм» проект вăл _ мобильлĕ ФАП-семпе «Сывлăх пункчĕсем», вĕсем кăçалхи çулла республикăмăрăн пур хулипе округĕнче те ĕçлĕç. Республикăра пурăнакансем тухтăрсемпе питĕ сайра специалистсен пулăшăвĕпе килтен аякка каймасăрах усă курма пултараççĕ. Кунта килнĕ кашни çын сывлăхне тĕрĕслеттернипе çеç çырлахмĕ, çавăн пекех анализ пама та, профессионал тухтăрсен консультацине итлеме те, сывлăха тарăннăн тишкермешкĕн направлени илме те пултарĕ.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев «Сывлăх патне _ утăм» ятпа çĕнĕ проекта старт пани çинчен эпир хамăрăн хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унăн тĕллевĕ _ Чăваш Енре пурăнакансене профилактика тĕллевĕпе тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ парасси.
... Юнкун. Ирех хĕвел хĕртсе пăхать. Шăмăршă рынокĕн территорийĕнче _ пурне те курăнмалли вырăнта _ район больници «Сывлăх пунктне» вырнаçтарнă. Çак пысăк чатăрта (палаткăра) артери тата куç пусăмне, çын çỹллĕшне тата йывăрăшне, юнри сахăрпа холестерин хисепне виçме, неврологпа акушер-гинеколог консультацине илме мĕн пур услови туса панă. Терапевтпа хирургран та, ача-пăча тухтăрĕнчен те сывлăх пирки усăллă канаш илме пулать.
Хаçатра мобильлĕ ФАП ирпе 9 сехетре уçăлать тесе пĕлтернĕччĕ пулин те, тухтăрсем 8 сехет иртсенех ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсене 4 волонтер пысăк пулăшу парать: çамрăк хĕрсем регистраци тунă çĕрте те, çынсене сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн уçă сасăпа йых- равлама та хастар хутшăнаççĕ.
... Хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансем чатăр патне килсех тăраççĕ. Черет пур пулин те, тухтăрсем вăр-вар ĕçленипе, никамăн кăмăлĕ те пăсăлмасть.
Акă округ администрацийĕнче ĕçлекенсем пĕтĕм йышпа _ округ пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пынипе _ килсе çитрĕç. Сывлăха тĕрĕслеттерни тухăçлă ĕçлеме пулăшĕ, çакна Сергей Авенирович та палăртсах каларĕ.
_ Эпир ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те чĕнтĕмĕр, _ терĕ Сергей Галкин. _ Графикпа килĕшỹллĕн, «Сыв- лăх патне _ утăм» проектпа тухтăрсем кашни ялах çитеççĕ. Çавăнпа та ĕçе йĕркелеме вĕренни пурне те кирлĕ.
Эпĕ район больницин тĕп врачĕпе Ирина Смирновăпа калаçатăп.
_ Юлашки пилĕк çулта, Наци проекчĕсене пурнăçласа пынă май, Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланчĕ, _ пĕлтерчĕ Ирина Анатольевна. _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Сывлăх патне _ утăм» çĕнĕ проекта старт панине эпир ырласа йышăнтăмăр. Куçса çỹрекен мобильлĕ пункт йĕркелени çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме чылай меллĕрех. Уйрăмах районти тĕп больницăран инçетре вырнаçнă ялсенче пурăнакансемшĕн лайăх. Çак эрнере эпир _ Анат Чаткасра, çитессинче вара Асанкассинче пулăпăр. Графикпа килĕшỹллĕн, ытти яла та çитетпĕр.
Акă мĕн шухăшлаççĕ паянхи тĕрĕслев пирки округра пурăнакансем:
Лидия НИКИТИНА, ĕç ветеранĕ, Шăмăршă ялĕ:
_ Округра диспансеризаци тата медицина тĕрĕслевне лайăх йĕркеленишĕн савăнатăп. Паян эпĕ юнри сахăр тата холестерин хисепне тĕрĕслеттертĕм. Больницăна кайса вăрăм черетре тăриччен, мобильлĕ пунктра сывлăха тĕрĕслеттерни çав тери кăмăллă.
Владимир ШУРЯКОВ, Шăмăршă округĕн хисеплĕ гражданинĕ, ĕç ветеранĕ:
_ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ырă пуçарăвне мухтатăп. Сывлăхран хакли урăх нимĕн те çук, çынсене тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх программи пирĕн округра пурнăçа кĕнине «Сывлăх патне _ утăм» проект аван çирĕплетет.
Ирина ПЕТРОВА, Шăмăршăра пурăнакан:
_ Республика Пуçлăхне паянхи ырă ĕçшĕн чĕререн тав тăватăп! Кĕске вăхăтрах юн пусăмне виçтерме те, сывă пурнăç йĕрки пирки усăллă консультаци илме те, ытти специалистпа канашламата пултартăм. Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Алексеевича манран тав сăмахĕ калăр!
Район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова мана çак цифрăсене те пĕлтерчĕ: 2020-2024-çулсенче _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тỹрремĕнех тăрăшнипе _ республикăри яллă вырăнти больницăсене инçетри ялсене тухса çỹреме пурĕ 134 автомашинăпа тивĕçтернĕ. Çав шутра, пирĕн округа та 6,6 миллион тенкĕлĕх 8 автомашина уйăрса панă. Олег Николаев тăрăшнипех, санитари авиацийĕ йĕркеллĕ ĕçлесе пырать. Нумаях пулмасть кăна-ха, чĕре чирĕпе йывăр аптăранă çынна Шăмăршăран Шупашкара вертолетпа илсе çитернĕ, йĕп вĕçĕнче тăракан çын пурнăçне çăлса хăварма май килнĕ.
Сывлăх сыхлавĕн малтанхи сыпăкне çĕнетмелли программăпа килĕшỹллĕн, кăçал Пăчăрлă Пашьелĕнчитухтăр амбулаторине тĕпрен юсанă, хальхи вăхăтра подрядчик Палтиелĕнчи амбулаторие тăвас ĕçе пуçăнчĕ. ... «Сывлăх пунктне» çынсем килсех тăраççĕ, 14 сехет иртичченех тухтăрсемпе волонтерсем Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансене ырă сунса, çуллахи хĕвел пек ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç.
Ив.САЛАНДАЕВ.