Профилактика ĕçĕ – чи кирли
Çак кунсенче Патăрьелĕнче наркотиксемпе усă курнине сивлекен стратеги пĕлтерĕшлĕ сесси иртрĕ, ăна Пĕтĕм тĕнчери наркоманипе кĕрешмелли куна халалланă. Сессие Шăмăршă район больницинче ĕçлекенсем те хутшăннă.
Тухса калаçнисем çамрăксем наркотикпе усă курнă тĕслĕх нумайланни пирки пăшăрханнине палăртнă, çавна май пур çĕрте те профилактика ĕçне вăйлатма сĕннĕ.
Сăмах май, Шăмăршă округĕнче наркотикпе усă куракан 4 çынна тупса палăртнă, çав шутра çул çитмен хĕрача пулни те пăшăрхантарать. Наркотикпе усă курнине хирĕç шкул, çемье, общественность вăйĕпе усă курса кĕрешме сĕннĕ сессире.
Н.ПОЛИКАРПОВ, нарколог тухтăр.