Пултаруллисем малта

Республикăмăрăн кунне уявланă май Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче регион шайĕнчи «Эпĕ _ хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ конкурса Шăмăршă округĕнчи 28 хĕр-хĕрарăм хутшăннă.
Интернет сасăлавĕпе «21-ĕмĕрти çамрăксем» номинацире _ Аксинья Долгова (Палтиел, ЧППУ студентки), «Кĕт мана» номинацире _ Любовь Измайлова (Карапай Шăмăршăри ПНИн сестра-хозяйки) _ 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Марина Васильева (Çĕнĕ Шăмăршăри уйрăм предприниматель) «Ял управçи» ятарлă номинацире çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Яна Кондратьева (Шăмăршă, ЧППУ студентки) _ «Чун çирĕплĕхĕ» («Сила духа») ятарлă номинацире палăрнă.
Çакă кăмăллă, чи аслă участница _ Валентина Еремеева (Шăмăршă), вăл «Кĕмĕл» волонтер» номинацие хутшăннă.
Пултаруллă хĕрарăмсене ăшшăн саламлатпăр. Малашлăхра та пысăк çитĕнỹ тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Т.Матвеева, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи.