Шыв çинчи пысăк инкек
Юлашки эрнесенче сулхăнрах çанталăк тăчĕ пулин те, республикăри шывсем çинче инкек пулсах тăрать. Кăçал республикăра 9 çын путса вилнĕ, çав шутра _ икĕ ача. Путса вилнĕ 9 çынран тăваттăшĕ ỹсĕр пулнине палăртнă.
Чăваш Республикинче _ çав шутра Шăмăршă округĕнче те _ 16 çула çитмен ачасене аслисемсĕр çырмара е пĕвере шыва кĕме чарнă. Çак чарăва шывра инкек пуласран сыхланас тĕллевпе йышăннă. Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ кашни ашшĕ-амăшне çу кунĕсенче ачасене куçран вĕçертме юраманни, шыв хĕрринче уйрăмах асăрхануллă пулмалли, çавăн пекех ялта вут-кăвартан сыхланмалли пирки чĕнсе калать.
О.ИЧАНКИНА.