Шкулти пысăк пăтăрмах е Карапай Шăмăршă ялне Фон Брадке барон мĕншĕн килсе кайнă?

Шкулти пысăк пăтăрмах е Карапай Шăмăршă ялне Фон Брадке барон мĕншĕн килсе кайнă?

УЛЬЯНОВСК хулин Л.Толстой урамĕнче историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ палăк _ Фон Брадке барон çурчĕ _ мăнаçлăн сарăлса ларать. Халĕ кунта музей вырнаçнă, унта таврапĕлỹçĕсемшĕн интереслине нумай пĕлме пулать. Сăмахран, «Чĕмпĕре хỹтĕлемелли стена тата хурал башни», «Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи çил тата шыв арманĕсем» экспозицисемпе эпĕ питĕ интересленсе паллашрăм.

Кам пулнă-ха Фон Брадке барон тата унăн ячĕ пирĕн Шăмăршă тăрăхĕпе мĕнле çыхăннă?

Петр Михайлович Фон Брадке 1900-çулсен пуçламăшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин жандарм управленийĕн начальникĕ нче ĕçленĕ иккен. Çар званийĕ _ генерал-майор.

Жандарм управленийĕн тĕп ĕçĕ ун чух революци юхăмĕпе кĕрешесси тата халăх пăлхавне пусарасси пулнă. Çавăн пекех жандармсем шанчăксăр çынсене ухтарма тата арестлеме пултарнă, политикăпа çыхăннă ĕçе суд валли хатĕрлесе панă тата ытти те.

Фон Брадке барон музейĕнчи документсем хушшинче эпĕ «Воля народная и воля царская» тата «От социал-революционеров ко всему русскому крестьянству» брошюрăсене асăр- харăм. Ахаль пулсан уçса пăхас та çукчĕ, анчах хуплашки çумне çыпăçтарнă хут татăкĕ мана хытă интереслентерчĕ. Унта çапла çырнă: «Брошюры изъяты 20 декабря 1903 года у учителя церковноприходской школы села Карабай-Шемурша Буинского уезда Александра Григорьева для следственных дел» (чăвашла çапла ăнланмалла: брошюрăсене Карапай Шăмăршă шкулĕн учителĕнчен Александр Григорьевран следстви ĕçĕ валли туртса илнĕ).

Архиври документсемпе паллашнă май, 1903-çулхи декабрь уйăхĕнче Карапай Шăмăршă ялне Чĕмпĕр кĕпĕрнин жандарм управленийĕн начальникĕ Фон Брадке баронпа çак управлени адъютанчĕ Семен Шлихтин мĕн сăлтавпа килни уçăмланчĕ.

... 1903-çулхи декабрь уйăхĕн пĕр кунĕнче халĕ Патăрьел округне кĕрекен Сăкăт ялне Пăваран Григорий Соколов про- тоиерей чиркỹ ĕçĕпе килнĕ. Вырăнти пачăшкă _ Николай Павловский _ хăнана ăшшăн йышăннă.

Тĕн кĕнекисене уçа-уçа пăхкаланă май, протоиерей ăнсăртран революци брошюрисене асăрхать. Хытă тарăхса, уесри пысăк çын Николай аттене тĕпчеме пуçлать: çак литературăна вăл ăçтан тупнă тата брошюрăсемпе паллашнă-и?

Ял чиркĕвĕн пачăшки хытă хăраса ỹкет, пĕр тунмасăр, брошюрăсене Карапай Шăмăршă ялĕнчи Александр Григорьев вулама пани çинчен пĕлтерет.

Протоиерей çак допроспа кăна лăпланмасть, брошюрăсене уес исправникĕ валли илсе каять. Çакăн хыççăн ĕнтĕ Чĕмпĕртен икшер лаша кỹлнĕ виçĕ çунапа жандарм управленийĕн пысăк пуçлăхĕсем килсе çитеççĕ.

Ялти учителе çав кунах арестлесе Патăрьел вулăсĕнчи «кутузкăна» (кутузка _ арестленисене вăхăтлăха хупса усрамалли камера _ авт.) илсе кайса хупаççĕ. Григорьев пирки уголовлă ĕç пуçараççĕ, ăна патшана хирĕçле брошюрăсемпе листовкăсем упранăшăн айăплама тăрăшаççĕ.

Карапай Шăмăршă учителĕ _ 17 çулти çап-çамрăк каччă _ допросра çак литературăпа листовкăсене çывăх тăванĕ, Пăва уесĕнчи Хурăнварти икĕ класлă училищĕре вĕренекен Пантелеймон Григорьев пани çинчен каласа парать. Допрос вăхăтĕнче вăл шкул ачисене революци юррине _ «Марсельеза» _ юрлаттарнине те йышăнать.

Фон Брадке барон _ полици ĕçĕнче пысăк опыт пухнăскер _ Карапай Шăмăршă учительне Чĕмĕпĕрти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Василий Николаев литературăпа тивĕçтернине уçса парать.

Революци майлă литературăна сарнăшăн пуçарнă уголовлă ĕç çулталăк ытлана тăсăлать, çĕнĕрен те çĕнĕ çынсене тыта-тыта хупаççĕ. Çапах та Александр Григорьевпа унăн çывăх тăванĕсене Çĕпĕре ăсатасран 1905-1907-çулсенчи пĕрремĕш вырăс революцийĕ пулни çăлса хăварать. 1905- çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче Иккĕмĕш Николай патша Раççей империйĕнче пурăнакансене ирĕклĕх парасси çинчен манифест йышăнать. Унта граждансен совесть, сăмах ирĕклĕхĕпе пухусем ирттерме ирĕклĕх пурри çинчен каланă. Чăнах та, манифест ахаль халăха пысăк çăмăллăх кỹреймен, анчах революципе çыхланнă вĕреннĕ çынсене тĕрмерен çăлса хăварма май панă.

Карапай Шăмăршă шкулĕн учителĕн _ хальхи Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Хурăнвар Шăхаль çамрăкĕн _ шăпи те синкерлĕ пулман. Октябрьти революци хыççăн вăл Хусан универститетне вĕренсе пĕтернĕ, унтан тĕп хулари пĕр шкул директорĕнче тăрăшнă. Александр Григорьев капитан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)



27 июня 2025
13:23
Поделиться