Ăшшăн саламлатпăр
Сывлăх сыхлавĕн сферинче нумай çул хушши таса чунпа ĕçленĕшĕн тата Медицина ĕçченĕн кунне уявланă май Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Шăмăршă район больници» бюджет учрежденийĕн участокри терапевт-врачне Александра Львовна Погашовăна, Патирекри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине тата фельдшерне Вера Семеновна Токмаковăна ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
ххх
Сывлăх сыхлавĕн сферинче нумай çул хушши таса чунпа ĕçленĕшĕн тата 70 çул тултарнă май Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Шăмăршă район больници» бюджет учрежденийĕн медицина статистикне Антонина Николаевна Силюковăна ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
ххх
Культура сферинче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн тата çуралнăранпа 50 çул тултарнă ятпа Алена Анатольевна АЛЕКСЕЕВĂНА _ Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующине _ Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.