Шупашкарпа Етĕрнере – Республика кунĕ

ИЮНĔН 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта тата Етĕрне муниципалитет округĕнче Республика кунне халалланă савăнăçлă мероприятисем иртнĕ. Уяв Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитнипе те çыхăннă. Паллах ĕнтĕ, мероприятисен пысăк пайне Раççейри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă. Уяв Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта ал ăсталăх искусствин Пĕтĕм Раççейри 23-мĕш конкурсĕ иртнĕ. Унта Раççейĕн 17 регионĕнчи 47 маçтăр хутшăннă.
Июнĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ 8 регионти 10 коллектива пуçтарнă. Июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль участникĕсен гала-концерчĕ пурне те иксĕлми савăнăç парнеленĕ.
Çав кунах Хĕрлĕ лапамра республикăри ача-пăча пултарулăхĕн «Черчен чечексем» фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.
15 сехетре вара кунта Пĕтĕм чăвашăн 13-мĕш Акатуйĕ кĕрленĕ.
Июнĕн 24-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче регионсем хушшинчи «Эпĕ _ хĕрарăм» конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
20 сехетре Республика кунĕн официаллă пайĕ старт илнĕ. Уявăн тĕп сцени çинчен Чăваш Ен халăхĕпе хăнасене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев чунтан саламланă. Олег Алексеевич республикăра пурăнакан кашни çыннах пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе ĕçленĕшĕн чĕререн тав тунă.
Уява килнисене çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева тата Дмитрий Певцов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар тата Чăваш Ен метрополичĕ Савватий ăшшăн саламланă.
Уяв мероприятийĕсем кун тĕттĕмленичченех пынă, çынсем килĕсене тулли кăмăлпа саланнă.
Республика кунĕ Етĕрне округĕнче те чаплă иртнĕ. Чи асра юлмалли самантсем: нацин «Кĕрешỹ» ăмăртăвĕн Чăваш Республикин Кубокĕ, «Спорт çĕрĕ» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн республикăри тапхăрĕ, «Манăн Чăваш Ен» фестиваль, «Çамрăксем _ Сăр çинче» çамрăксен форумĕ, Чăваш хăмлин музейне уçни, Гастрономи фестивалĕ тата ытти те.Етĕрнери уява Шăмăршă муниципалитет округĕн Васанти Г.Н.Пэхет-Ларшников ячĕллĕ музей çумĕнчи «Тевет» фольклор ансамблĕ те хутшăннă, «Манăн Чăваш Ен» фестиваль оргкомитечĕн Дипломне илме тивĕçнĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.