Телемедицина консультацийĕ пулăшнипе
ШĂМĂРШĂ район больницинче «Сывлăх» Наци цифра платформи» регион проекчĕ анлăн пурнăçа кĕрет. Çак проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ телемедицина консультацийĕ округра пурăнакансене пысăк пулăшу парать.
Кăçалхи 5 уйăхра врачсем 349 дистанци консультацийĕ йĕркеленĕ, çав шутра республикăри паллă медицина специалисчĕсенчен 31 консультаци илнĕ. «Врач-врач» тата «Врач-пациент» меслет диагноза хăвăрт та тĕрĕс палăртма, сиплев ĕçне çийĕнчех йĕркелеме май парать.
Телемедицина пациентсен вăхăтне перекетлеме тата врачсене хăйсен коллегисенчен усăллă канаш илме пулăшать. Шупашкара кайса çỹремесĕрех _ Шăмăршăрах _ квалификациллĕ пулăшу илме пулать.
С.ИВАНОВ.