Вăрман _ хăрушлăхра
АПРЕЛĔН 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра вут-кăвартан сыхă тăмалли уйрăмах çирĕп режим туса хуни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Паян эпĕ çуллахи вăхăтра вăрманта пушар тухасран асăрханмалли çинчен каласшăн.
Шăмăршă ленсничествинче вăрман пушарĕпе кĕрешекен 4 станци тата арендаторăн 1 пункчĕ ĕçлеççĕ. Вут-кăвара сỹнтерекен техника валли кирлĕ чухлĕ топливо хатĕрленĕ. Лесничествăра ĕçлекенсенчен _ пурĕ 42 çынран _ пушар командисем йĕркеленĕ.
Вăрмана кĕнĕ чух çак правилăсене асра тытма сĕнетпĕр: _ вăрманта кăвайт чĕртме пачах та юрамасть! _ сỹнтермен пирус тĕпĕпе шăрпăка çĕре ан пăрахăр _ пĕчĕк хĕлхемренех пысăк инкек тухма пултарать! _ пушар хăрушлăхĕ 4-5 класс чухне вăрмана техникăпа та, çынсене те кĕрсе çỹреме чараççĕ.
Енчен те эсир пушар тухнине асăрхасан, пĕр тăхтаса тăмасăр кĕсье телефонĕпе Шăмăршă лесничествин экстрен службине _ 8(83546) 2-35- 81, 2-35-31 номерсемпе, регионти диспетчер службине _ 8(8352) 40-24-00 номерпе, пĕрлехи «тỹрĕ линие» _ 8-800-100-94-00 номерпе, пушарнăйсемпе çăлавçăсен пĕрлехи телефонĕпе «101», «112» номерсемпе шăнкăравлăр.
М.АЗИЗОВ, Шăмăршă лесничествин сыхлавпа хỹтĕлев енĕпе ĕçлекен инженерĕ.