Аэровокзала реконструкциленĕ
ШУПАШКАР аэровокзалĕн реконструкцийĕ вĕçленсе пырать. Нумаях пулмасть унта Чăваш Ене вĕçсе килекенсене йышăнмалли çĕнелнĕ зал уçăлнă. Шупашкара сывлăш çулĕпе килекен, кунтан вĕçсе каякан çынсен шучĕ ỹссех пырать. Рейссен шучĕ те пысăкрах: пĕлтĕрхи çак тапхăрта 863 пулнă, кăçал _ 876.