Александр Масленникова _ пĕрремĕш спорт разрячĕ

Александр Масленникова _ пĕрремĕш спорт разрячĕ

ШĂМĂРШĂ вăтам шкулĕн 11-мĕш класне куçнă Александр Масленникова çак кунсенче юлташĕсем дзюдо енĕпе пĕрремĕш спорт разрячĕ илнĕ ятпа хĕрỹллĕн саламларĕç. Александр хамăр округра çеç мар, республикăри тата ун тулашĕнчи ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăнать. Çамрăк спортсменăн тренер-преподавателĕ Александр Ичанкин каланă тăрăх, Саша Шăмăршă тăрăхĕн чысне çỹле çĕклет, пирĕн енче чăн-чăн паттăрсем çитĕннине çирĕплетсе парать.



04 июля 2025
14:31
Поделиться