АПК продукцине _ чикĕ леш енне

ЧĂВАШ ЕН, «Çĕр-шывсен хушшинчи коопераци тата экспорт» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, регионăн «Агропромышленность комплексĕн продукцийĕн экспорчĕ» проекта пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлет.

2025-2030-çулсем валли палăртнă Наци проекчĕ АПК продукцийĕн экспорчĕн калăпăшне 2021-çулхинчен 1,5 хутран кая мар ỹстермелли, 73,2 миллион таран доллара çитермелли тĕллев палăртнă.

Экспертăн кăçалхи планпа пăхнă калăпăшĕ 50,4 миллион тенкĕпе танлашать. Январь_май уйăхĕсенче регионтан чикĕ леш енне агропромышленность комплексĕн продукцийĕн 9,8 пин тоннине ăсатнă. Ку çулталăк планĕн 30 проценчĕпе танлашать. Чăваш Ен экспорта кондитер тата макарон изделийĕсем, çăнăх, тырă хывăхĕ, алкогольсăр тата спиртлă шĕвек, аш-какай продукцийĕ, ỹсен-тăран çăвĕ, сĕт юр-варĕ, севок сухан тата ыттине ăсатать.

Продукци виçĕ теçетке çĕр-шыва каять. Чи пысăк экспортерсен шутĕнче _ Китай, Беларуç, Азербайджан, Таджикистан тата Узбекистан.



04 июля 2025
09:45
Поделиться