«Чĕререн тухакан сăмах вулакан патне çитетех...»

«Чĕререн тухакан сăмах вулакан патне çитетех...»

Надежда Кузьмина-Чечекпи... Çак ята район хаçатне вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан çамрăк хĕрарăм «Шăмăршă хыпарĕпе» тачă çыхăну тытать: сăвă хыççăн сăвă пичетлет, редакци йĕркелекен пултарулăх конкурсĕсенче темиçе хут та çĕнтерчĕ, Владимир Бараев-Сĕркке ячĕллĕ литература премине те тивĕçрĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире Надежда Николаевнăн пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта автор тĕрлĕ çулсенче шăрçаланă сăввисемпе поэмисене тата юптарусене кĕртнĕ.

Иртнĕ эрнекун Шăмăршăри мультикультура библиотекинче Надежда Чечекпин «Чĕререн тухакан сăмахсем» кĕнекин хăтлавĕ (презентацийĕ) пулчĕ. Мероприятие округри библиотекарьсем, таврапĕлỹçĕсем, вĕрентекенсем, редакци ĕçченĕсем, авторăн çывăх çыннисемпе тăван ял çыннисем хутшăнчĕç. Кĕнеке хăтлавне Виçпỹрт Шăмăршă ял библиотекин заведующийĕ Лидия Егорова пысăк ăсталăхпа ертсе пычĕ. Вырăнти артистсем уява çепĕç юрăсемпе чĕрĕлĕх кỹчĕç.

Паха хут çине пичетленĕ, сăн ỹкерчĕксемпе пуянлатнă, тĕслĕ ỹкерчĕкпе илемлетнĕ, глянец хуплашкаллă, 223 (!) страницăран тăракан кĕнекене питĕ лайăххак пачĕç. Тухса калаçакансем _ Надежда Кузьминăна (Семеновăна) тăван чĕлхепе литература вĕрентнĕ Анастасия Юманова, вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Галина Мурзина, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакторĕ Иван Саландаев, Чăваш Енри таврапĕлỹçĕсен вырăнти уйрăмĕн ертỹçи Зоя Головинская, Чăваш Енри хисеплĕ таврапĕлỹçĕ Петр Фомин, кĕнеке редакторĕ _ çак йĕркесен авторĕ _ «Чĕререн тухакан сăмахсем» кĕнекен паха енĕсене палăртрĕç. Вĕсем: тематика анлăшĕ, жанр пуянлăхĕ, лирикăн пур тĕсĕ те пурри, шухăш тарăнлăхĕ, актуаллăх, чĕлхе сăнарлăхĕ. Ĕçлĕ канаш та пулчĕ: сăвăсене республикăра тухса тăракан хаçат-журналта пичетлемелле, юрра юрăхлисене композиторсене сĕнмелле, ача- пăча валли уйрăм кĕнеке кăлармалла...

Надежда Чечекпи алă пуссах вырăнти вулавăшсене кĕнекине парнелерĕ. Çапла, çỹлĕксем тепĕр кĕнекепе илемленчĕç. Вулакансем ăна хапăл тăвасси куç кĕрет. Автор хăй тата программăна ертсе пыракан, тухса калаçакансем янратнă сăвăсем чун-чĕре хĕлĕхĕсене хускатрĕç.

Хаçат тусĕсем пултаруллă ентешĕмĕрĕн чун-чĕринчен шăранса тухнă сăвви-поэмипе халех паллашма пултараççĕ. Çывăхри библиотекăна кайма ан ỹркен çеç!

Округ çыннисен ятĕнчен Чечекпие литератури ани çинче малашне те тухăçлă «çимĕç» «çитĕнтермешкĕн» ырлăх-сывлăх, иксĕлми хавхалану сунас килет. Ентешỹсем пек _ Илпек Микулайĕпе Владимир-Бараев-Сĕркке пек _ халăха юрăхлă çырма чунри хĕлхем нихçан та ан иксĕлтĕр, Надежда Николаевна!

Зинаида Ырпи.



04 июля 2025
15:10
Поделиться