«Эсир _ Çĕр-шывăмăрăн пулас хуçисем!»

ПĔТĔМĔШЛЕ пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсен выпускникĕсем çак кунсенче тăван шкулпа сыв пуллашрĕç. Экзаменсем хыçа юлчĕç, малашлăхра _ юратнă профессие алла илесси, Тăван çĕр-шыв атала- нăвне тỹпе хывасси...

Шăмăршă муниципалитет округĕн 7 шкулĕнчен 153-ĕн _ 9-класран, 58-ăн 11-класран вĕренсе тухнă. 9 класс пĕтернисенчен Егор Малеев (Кивĕ Чукал тĕп шкулĕ), Анна Столярова, Кирилл Ларионов (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) ятарлă аттестат (аттестат особого образца) илнĕ. Вăтам шкул выпускникĕсенчен çаксем «Вĕренỹри уйрăм çитĕнỹсемшĕн» 1-степеньлĕ медале тивĕçнĕ: Елисей Ефимов, Антон Кудряшов, Варвара Цыганова (Шăмăршă ВШ), Полина Мамонтова (Карапай Шăмăршă ВШ), Дамире Емдиханова (Палтиел ВШ). «Вĕренỹри уйрăм çитĕнỹсемшĕн» 2-степеньлĕ медальпе вара çак хĕрсемпе каччăсене наградăланă: Лиана Емдиханова (Палтиел ВШ), Юлия Гордеева, Камила Какаева, Кристина Кузнецова, Алиса Семенова (Шăмăршă ВШ), Ярослав Прохоров (Карапай Шăмăршă ВШ), Дарья Симурзина, Максим Матвеев (Пăчăрлă Пашьел ВШ).

Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма «путевка» илнĕ çамрăксене ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама çирĕп сывлăх, иксĕлми хавхаланупа ăнтăлу сунатпăр. Ăраскалăр телейлĕ пултăр, Çĕр-шывăмăрăн пулас хуçисем!

З.Воробьева.



04 июля 2025
14:22
Поделиться