ШĂМĂРШĂРИ мультикультура библиотекинче паллă чăваш фольклорисчĕ тата юрăçи Гаврил Федоров çуралнăранпа 145 çул çитнĕ ятпа выставка уçăлнă, экспозицисене Чăваш Республикинчи Наци библиотеки тăратнă. «Атăл çи халăхĕсен ăслă юррисем» выставка куракансене хапăл тусах кĕтет.