Хĕл валли хатĕрлетпĕр хăяр

Хĕл валли хатĕрлетпĕр хăяр

Вакласа маринадланă хăяр

Ингредиентсем: хăяр _ 3 кг, шыв _ 3 л, шултра тăвар _ 400 г, уксус _ 360 мл, горчица вăрри _ 2 чей кашăкĕ, лавр çулçи _ 3 штук.

Çуса тасатнă хăяра 2 сехетлĕхе сивĕ шывра тăратмалла. Пуçĕсене касса илсен ăна пысăк касăксем çине вакламалла. Пĕчĕк хăяра çурмалла кассан юрать. Пысăк таза (кастрюле) 3 л шыв ярса газ плити çине лартмалла. Шыва 6 пысăк кашăк шултра (каменный) тăвар, 400 г сахăр, 2 чей кашăкĕ горчица вăрри тата 3 лавр çулçи ямалла.

Шыв вĕреме кĕрсенех 360 мл 9 процентлă уксус хушмалла, маринада тепĕр хут вĕреме кĕртмелле. Унтан хăярсене вĕрекен маринада асăрханса хумалла. Вĕсем тĕсне улăштариччен хуллен пăтратса тăмалла. Çуталнă çимĕçсене тата 3 минут хушши пĕçермелле те савăта вут çинчен илмелле.

Хатĕр хăярсене маларах стерилизациленĕ банкăсене хурса маринад ямалла (вăл хăярсене хуплатăр). Банкăсене таса шăвăç хупăлчапа хупмалла та пуç хĕрлĕ çавăрса тĕттĕм вырăна лартмалла.

 

Кăчăртатакан (хр устящий ) хăяр

Ингредиентсем: хăяр _ 1 кг, шыв _ 1 л, 9 процентлă уксус _ 200 мл, сахăр _ 100 г, тăвар _ 50 г, ыхра _ 4-5 шăл, пăрçаллă хура пăрăç _ 5_7 пĕрчĕ, укроп.

 Çуса тасатнă стерилизациленĕ банкăсене хăяр, ыхра шăлĕсем, укроп, пăрăç хумалла. Вăтам çулăм çинче шыва вĕреме кĕртмелле те уксус, сахăр, тăвар хушмалла. Ингредиентсем ирĕличчен маринада çулăм çинче тăратмалла, унтан ăна банкăсене ямалла. Стерилизаци тунă шăвăç хупăлчасемпе хупмалла, пуç хĕрлĕ лартмалла, банкăсене ал шăллипе витмелле, тĕттĕм те сулхăн вырăнта тытмалла.



04 июля 2025
09:31
Поделиться