Хĕвел çаврăнăш пысăк укçана çаврăнĕ-и е фермерсем мĕншĕн шалу сахал тỹлеççĕ?

Хĕвел çаврăнăш пысăк укçана çаврăнĕ-и е фермерсем мĕншĕн шалу сахал тỹлеççĕ?

РЕСПУБЛИКА кунĕ умĕн Шупашкарта Чăваш Ен агропромышленность комплексĕнче малта пыракансене чысларĕç. Чи хумхануллă самантран пĕри _ «Агро-100» клуб членĕсене награда парса хавхалантарни. Республикăри чи лайăх ĕçлекен 100 фермерпа ял хуçалăх предприятийĕ 2024-çулта мĕн пур ял хуçалăх продукцийĕн 57,2 процентне туса илнĕ. Вĕсем акăнакан çĕрĕн 208,5 пин гектарĕпе усă кураççĕ.

«Агро-100» клуб йышĕнче елчĕксем _ вун тăваттăн, комсомольскисемпе мур- кашсем _ тăххăршарăн. Патăрьел округĕнчи «Исток» Агрофирма» ООО чи лайăх ĕçлекен 10 хуçалăх йышне кĕни те _ кỹршĕсене чыс кỹрет. Патăрьелсене Дипломпа тата Кубокпа хавхалантарнă. Çак округран 6 хуçалăха клуб йышне кĕртнĕ.

«Агро-100» клуб членĕсене палăртнă чух, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви акăнакан çĕр лаптăкне, уй-хирпе фермăран мĕн чухлĕ таса тупăш илнине, ĕç тухăçлăхне, рентабельлĕхе тата вăтам ĕç укçине хакланă.

Шел пулин те, 2024-çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Шăмăршă муниципалитет округĕнчи пĕр фермер та, пĕр ял хуçалăх предприятийĕ те «Агро-100» клуб йышне кĕреймен. Республикăра кун пек тĕслĕх урăх çук.

Пĕр шутласан, пирĕн фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем те ĕçлемесĕр лармаççĕ. Акаççĕ, выраççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, анчах малтисен йышне кĕме пултараймастпăр. Мĕншĕн çапла-ши? Ĕç кăтартăвĕсем пысăк мар, ĕç тухăçлăхĕ ỹсмест, рентабельлĕх «уксахлать», продукци сутса таса тупăш сахал илетпĕр тата ытти те.

Округри ял хуçалăхĕнче вăтам ĕç укçи шайĕ те республикăринчен чылай пĕчĕкрех. Çавна пулах кадрсем тытăнса тăмаççĕ, çамрăксем трактор е комбайн çине ларма килĕшмеççĕ, фермăра ĕçлеме те çын тупаймастпăр. Шăмăршă тăрăхĕнче çын шыра-шыра халтан кайнă фермер ирĕксĕрех Тутарстана е Ульяновск облаçне çул тытать. Кăçал акса хăварчĕ-ха, килес çул кам ĕçлĕ? Икĕ Чаткас ялĕнче те пĕр механизатор тупайман Елена Пондякова фермер Ульяновск облаçĕнчен трактористпа комбайнер илсе килнĕ. Округри тепĕр фермер тархасла-тархасла тахçанах пенсие тухнă çынна техникăпа ĕçлеттерет...

Кун пек тĕслĕхсем тата та илсе кăтартма пулать. Ватăлса çитнĕ механизаторсене улăштаракан çамрăк йыш çук тесен те юрать, çак ыйту çулран çул çивĕчленсех пырать.

Фермерсем ĕç укçине ỹстерĕччĕç _ кĕсйисем «шăтăк». Тупăшлă ĕçлесе пыракансем сахал, мĕн пур укçа çĕнĕ техника туянма, çур акипе вырмана ирттерме, ферма çурчĕсене юсаса çĕнетме каять.

Пирĕнпе кỹршĕллĕ округсем _ патăрьелсемпе елчĕксем _ пахча çимĕç çитĕнтерсе тупăш кураççĕ. Ватти-вĕтти севок сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр пуçтарса кĕртме кар тăрса тухать. Яра куна хастар ĕçленĕшĕн укçине те аванах илеççĕ.

Пирĕн хуçалăхсем те севок сухан çитĕнтерсе пăхрĕç, кăçал та ăна 13 гектар акнă. Фермерсемпе калаçатăп та, вĕсене кĕркунне çын шыраса тупас шухăш халех канăç памасть иккен.

Ĕçлекенсене тупма йывăррипех округра çĕр улми сахал çитĕнтеретпĕр, çак тупăшлă культура лаптăкне çултан çул чакарса пыратпăр. 39 гектар çĕр улмипе нумай мала каяймăпăр: туянакан тупăнсан та, сутмалли сахал.

Чăнах та, юлашки çулсенче фермерсем хĕвел çаврăнăш акса çитĕнтерме тытăнчĕç, тупăшне те илкелерĕç. Тем сăлтавпа, кăçал çак культура лаптăкне те 184 гектар чакарчĕç. Хĕвел çаврăнăш укçана çаврăниччен кĕтме йывăр çав: фермерсен ăна типĕтме сушилка та çук, чĕрĕлле леçсен завод виçине нумай чакарать.

Кăçал пăрçа хирне 194 гектар пĕчĕклетнине те ăнланса пĕтерме йывăр: çак культурăна рынок ыйтать, хакĕ те ỹссех пырать пулсан, мĕншĕн ытларах акса тумалла мар?

Фермăсен рентабельлĕхне выльăх апачĕ ỹстерме е чакарма пултарать. Йỹнĕ апатпа ытларах продукци илсен, таса тупăш та пулĕ.

Патăрьелпе Елчĕк округĕсенче куккурус нумай çитĕнтереççĕ, ытлă-çитлĕ паха силос хатĕрлесе выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ỹстерсех пыраççĕ. Пирĕн округра та пĕлтĕр «уй-хир пики» валли 928 гектар уйăрнăччĕ. Кăçал тем пулчĕ: мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен пилĕк фермертан тăваттăшĕ çеç куккурус çитĕнтерет, çак культура лаптăкне пĕлтĕрхинчен 221 гектар чакарчĕç.

Чăнах та, пĕр çул ỹсекен курăк лаптăкне кăштах ỹстернĕ-ха, унран сенаж хывма та пуçăннă.

Ман шутпа, куккурус акни те ытлашши пулас çукчĕ. 1 килограмм силосра 15-25 миллиграмм каротинпа 30 грама яхăн ирĕлекен протеин пур, сĕт тата уксус кислотисен шайĕ те 2 процент таранах. Лайăх хывса хăварнă силос темиçе çул хушши пахалăхне çухатмасăр упранма пултарать.

Фермерсем нумай çул ỹсекен курăк лаптăкне пĕлтĕрхинчен 74 гектар чакарнине те ырлас килмест: выльăх-чĕрлĕх йышне тата продукци илессине ỹстерсе пыма тĕллев лартрăмăр пулсан, люцернăна хальхи пек 854 гектар мар, икĕ хут пысăкрах лаптăк çинче çитĕнтермелле. Люцерна вăрлăхне хамăр патăрта _ аякран пысăк укçа тỹлесе туянмасăр _ туса илме тытăнмалла. Ĕлĕкрех _ колхозсем пур чухне _ Шăмăршă районĕ люцерна вăрлăхĕпе хăйне хăй тивĕçтернĕ, халăха та уйăрса панă.

Эпир çапла шутлатпăр: хире мĕн чухлĕ нумайрах минерал удобренийĕ кăларатăн, тухăç та çавăн чухлĕ пысăкрах пулать. Удобрени хакĕ вара ỹснĕçем ỹссе пырать, çĕр ĕç продукчĕсен хăй хаклăхĕ те хăмпă пек хăпарать.

Минерал удобренийĕ çине çеç шанса пурăнни фермера тупăш кỹмест, çавăнпа та çĕр пулăхне сидератсем акса ỹстерме тăрăшмалла. Пирĕн тăрăхра шурă горчица, çу паракан йỹç кăшман (редька масличная), ыраш тата фацели çĕр структурине лайăхлатма пулăшакан чи лайăх культурăсем шутланаççĕ. Çут çанталăк удобренийĕ хими имçамĕнчен чылай йỹнерехе ларать тата тăпра пулăхлăхне палăрмаллах ỹстерет. Патăрьелсем, комсомольскисем тата елчĕксем сидератсемпе тахçантанпах усă кураççĕ, пирĕн фермерсем вĕсен ĕç опычĕпе паллашсан начар пулмĕччĕ.

Чăваш Республикинче хăмла тупăш нумай парать тесе шутлаççĕ, 2025-2030-çулсенче Шăмăршă муниципалитет округĕнче хăмла ĕрчетме 250 миллион тенкĕ инвестици хывма палăртнă. 2025-çулăн ултă уйăхĕ хыçала юлчĕ _ хальлĕхе округра сăра хатĕрлемелли культурăна пĕр гектар та лартман-ха.

Округра соя культурине тарăннăн ĕçе кĕртмелли проект та хăçан пурнăçланасси паллă мар. Пуçарулăхпа тăрăшулăх пулмасан укçа-тенкĕ те ĕçлесе илеймĕпĕр.

Сăмахăма «Агро-100» клуб пирки пуçларăм пулсан, хамăн статьяна та çак шухăшпах вĕçлес килет: кỹршĕсенчен кая юлни _ лайăх мар, çĕнĕ технологисене те кая юлса пурнăçа кĕртме тытăнни пирĕн фермерсене чыс кỹмест.

Эсир тупăшлă ĕçлесен, çынсене ĕç укçи те нумайрах тỹлеме май пулĕ, ун чух хăвăр ялăртах çамрăк трактористсемпе комбайнерсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем тупăнĕç. Çитес çул «Агро-100» клуба харăсах пиллĕкĕн- улттăн е унтан та пысăкрах йышпа кĕресчĕ тесе тăрăшар.

Ив.САЛАНДАЕВ.



04 июля 2025
11:41
Поделиться