Кам пулнă вăл Карч-Карчевский?

АРХИВ докуменчĕсем 1913- çулхи июль уйăхĕнче Шăмăршă вулăсне Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи 6-мĕш участок земство начальникĕ Андрей Карч-Карчевский килсе кайнине çирĕплетеççĕ («Послужный список начальника хозяйственной части 553 пешей Симбирской дружины Штабс-капитана Андрея Францевича Карч- Карчевского. РГВИА, ф.409, оп.1, д.70542).

Пĕр шутласан, земство начальникĕ аякри вулăса килнинчен тĕлĕнмелли çук: пуçлăхсем ĕлĕк те тухса çỹренĕ, халĕ те халăх хушшинче пулма тăрăшаççĕ.

Çапах та Карч-Карчевский Шăмăршăра ахальтен пулман иккен: 5 лавпа парне тиесе килнĕ. Андрей Францевич чиркỹ умĕнчи лапамра ыр кăмăллăх ярмăркки йĕркеленĕ: хресченсене тỹлевсĕрех 100 мăшăр сăран атă, 120 штук хулăн явлăк (тутăр), 100 штук сукнаран çĕленĕ пуçа тăхăнмалли (документра: «головной убор из сукна» _ авт.) валеçсе панă, ачасене кăлинтăр çыххипе, пилĕклĕ пĕремĕкпе тата канхвитпа савăнтарнă.

Архив документĕнче Карч-Карчевский Шăмăршă чиркĕвне 10 штук витре, 1 ещĕк тимĕр пăта парнеленине те кăтартнă.

Андрей Францевич Карч-Карчевскин биографийĕпе паллашнă май, вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи дворянсен йăхĕнчен тухнине пĕлтĕм. Унăн ашшĕ _ Франц Андреевич Карч-Карчевский _ Чĕмпĕрти дворянсен Пухăвĕн депутачĕ тата пуян помещик пулнă. Каярахпа Пăва уесĕнчи 5-мĕш участок земство начальникĕнче тăрăшнă.

Франц Андреевич Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн директорĕпе Иван Яковлевич Яковлевпа туслă пурăннă. Дворянсен пухăвĕнче йĕркеленĕ концертра Шăмăршă вулăсĕнчи Тĕкĕ картунĕнче çуралса ỹснĕ Капитолина Эсливанова юрланине юратса итленĕ. Хăйĕн ывăлне _ Андрее _ мĕнле те пулин май тупса, Шăмăршă вулăсне кайса халăха чăн-чăн талант çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тума хушса хăварнă.

Андрей Францевич çамрăк чух çар çынни пулнă, штабс-капитан званийĕпе отставкăна кайнă.

«Гражданкăра» Раççей Шалти ĕçсен министерствин ведомствинче вăй хунă, коллежский асессор (Раççейри граждан чинĕ, çар службинче _ майор) тата Пăва уесĕнчи 6-мĕш участокра земствоначальникĕ пулса ĕçленĕ.

Шăмăрша килсе кайнă хыççăн _ Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан _ Андрей Карч-Карчевский штабс- капитана Патшалăх ополченийĕн 552-мĕш çуран Чĕмпĕр дивизине службăна илнĕ. Часах ăна «зауряд подполковник» (ополченири çар званийĕ _ авт.) звани парса Кавказ çар округне куçараççĕ. Кунта вăл 1917-çулчченех çапăçать. Шел пулин те, Андрей Карч-Карчевскин малаллахи биографийĕ, вăл хăçан тата ăçта вилни паллă мар.

Андрей Францевич Карч-Карчевские патша службинче палăрнăшăн _ 3-степень Çветтуй Анна орденĕпе, Китай çĕр-шывне çар похочĕпе кайнăшăн _ кĕмĕл медальпе тата Романовсен Çурчĕ Патшара ларнăранпа 300 çул тултарнă ятпа кăларнă бронза медальпе хавхалантарнине пĕлме май килчĕ. Андрей Карч-Карчевский меценант ячĕ Тутарстанри Çĕпрел рай- онне кĕрекен Упи ялĕн историне те ылтăн сас паллипе çырăнса юлма тивĕç. 1903-çулта вăл хăйĕн укçипе кунта пĕр класлă пуçламăш халăх училищин çуртне туса лартнă. Тепĕр ырă тĕслĕх те пур: Андрей Францевич пирĕн тăрăхри Пулмантăш (Çĕнĕ Чукал) училищин çуртне лартма та укçа парса пулăшнă.

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух автор РГВИА _ Раççей патшалăхĕн çар историйĕн архивĕн тата Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)



04 июля 2025
09:27
Поделиться