Килсĕр йытăсемшĕн кам яваплă?

Килсĕр йытăсемшĕн кам яваплă?

Редак цие çине-çинех шăнкăрав килет. Палтиелĕнчен. Пăлханчăк саспа пурте çивĕч ыйтăва хускатаççĕ, чун ыратăвне пире _ хаçатçăсене _ уçса параççĕ:

_ Пирĕн ялта килсĕр йытăсем çав тери пысăк хăрушлăх кăларса тăратрĕç. Ленин урамĕнчи Сергеевсем пурăннă кил-хуçалăхра хуçасăр йытăсем çăвăрларĕç, вĕсем ĕрчесе вун пĕре çитрĕç. Çыншăн та, выльăхшăн та питĕ пысăк хăрушлăх!

_ Набережная урама кайса çỹреме хăратпăр. Хăть _ кăнтăрла, хăть _ каçпа! Ачасене йытăсем тивесрен чун çук.

_ Выльăхсене тивеççĕ! Ленин урамĕнчи Ирина Долговăн пăрăвне тапăннă ак _ юрать çăлса хăварнă. Иринăн, çак урамри Сергей Батановăн, Равие Хайбулловăн, Тауфик Сейфутдиновăн, Алексей Кузьминăн, Лидия Максимовăн чăххи-чĕппине тĕп тунă.

_ Ленин урамĕнчи Елена Зайцевăн _ сурăх путеккине, Новая урамри Анатолий Викторовăн виçĕ сурăхне (хыçалти картана кĕрсех!) тытса çурнă.

_ Велосипедпа пыракан ачасене те тапăнаççĕ. Çитĕннисем те патаксăр урама тухаймаççĕ вĕт! Мĕнле пурăнмалла кун пек! Никамран пулăшу кĕтме çук. Сирĕн çинче кăна шанчăк!

Ăнланмалла ял çыннисен чун ыратăвне. Çапах та йытă _ чĕрĕ чун, унăн та пурăнма ирĕк пур. Ахальтен мар, ирĕкре çỹрекенскерсене вĕлерни РФ Конституцине хирĕçлени шутланать. РФ Патшалăх Думин депутачĕсен ушкăнĕ пуçарнипе, çапкаланчăк йытăсене тытса вакцинаципе стерилизаци тумалла, унтан вĕсене малтанхи вырăна кỹрсе ямалла. Тăватă ураллă туссем (туссем-ши?) валли приют уçни те ăнсăртран мар.

Çỹлерех çырса кăтартнă фактсем, тĕрĕссипе, Шăмăршă муниципалитет округĕн кашни ял-паççулккинчех тĕл пулаççĕ. Чăн та, халĕ килти кайăк-кĕшĕкпе выльăха сиен кỹреççĕ хуçасăр йытăсем. Выçăскерсем малашне хамăр çине тапăнасси те инçе мар. Чан çапмаллах! Халĕрех мера йышăнмасан _ тем те курасси пур. Ял территори уйрăмĕсен ертỹçисем, округ администрацийĕ, яваплă çынсем пĕрлехи вăйпа тивĕçлĕ йышăну тумасан _ мĕн курăпăр, мĕн патне çитĕпĕр? Кам хуравлĕ çак ыйту çине? Кам йывăрлăхран тухма пулăшĕ? Кирек епле пулсан та, васкамалла! Унсăрăн çын та йытă мăшкăлĕ пулма пултарĕ...

Зинаида Свеклова.



04 июля 2025
14:29
Поделиться