Киремет картинче пулчĕç
ПĔТĔМ РАÇÇЕЙРИ «Культурăллă шăматкун» акцие хутшăнса, Шăмăршăри «Фламинго» ача-пăча ташă ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕ _ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле _ Пулмантăшри Çăл куç улăхне çитсе курчĕ. Экскурси вăхăтĕнче ачасем Киремет картинчи Киремет çăлне кĕрсе курчĕç, чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркипе интересленчĕç. Илемлĕ çут çанталăк ытамĕнче сăн ỹкерттерни те, чечеклĕ çаран çинчи вăйă-кулă та нумайлăха асра юлĕ.