«Ĕç кунĕ манăн пурне те сывлăх суннинчен пуçланать»

Марина Вадимовна Родионова _ «Шăмăршăри коопторг» ООО директорĕ _ потребкоопераци тытăмĕнче 35 çул вăй хурать. Унăн тăрăшулăхне «Раççей потребкооперацийĕнче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» тата «Потребитель кооперацийĕнче 20 çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» знаксем, Раççей Центросоюзĕпе Чăваш потребсоюзăн Хисеп грамотисем, вырăнти органсен наградисем аван çирĕплетеççĕ. Марина Вадимовна «Чăваш Республикин потребитель кооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Професси уявĕ умĕн эпĕ Марина Родионовăпа курса калаçрăм.
- 35 çул _ пĕр ĕçре, _ терĕ йăл кулса Марина Вадимовна. – Шăмăршăри вăтам шкул хыççăн Шупашкарти коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухрăм, «товаровед» специальноçа илтĕм. Унтан куçăмсăр майпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче пĕлĕве ỹстертĕм.
_ Марина Вадимовна! Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Эсир малтан кассирте вăй хунă, çак пĕчĕк должноçран 39 çынна пĕрлештерекен коллектив директорĕ таран çĕкленнĕ. Калăр-ха тĕрĕссипе: йывăр-и çынпа ĕçлеме?
_ Пире преподавательсем: «Потребитель яланах тĕрĕс», _ тесе вĕрентетчĕç. Чăнах та, çын кăмăлне тупма çăмăл мар, анчах тăрăшмалла!
Ĕç кунĕ ман пурне те сывлăх суннинчен пуçланать. «Кулăш _ ĕçре пулăш», _ тенине те асра тытатăп. Ăшă сăмах, вырăнлă шỹтлени ертỹçĕ авторитетне ỹстернине те ăнланатăп.
«Шăмăршăри коопторг» ООО тытăмĕнче _ 11 лавкка, 2 кафе, чустаран çимĕç пĕçерекен 1 цех. Пирĕн тавар çаврăнăшĕ пĕр уйăхра 7 миллион тенкĕпе танлашать. Производство пĕр кун та чарăнса лармасть, пирĕн коллектив округра пурăнакансемпе Шăмăрша килекен хăнасен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшать.
_ Паллах ĕнтĕ, эпир пурсăмăр та хамăра ĕçлеме вĕрентнисене _ наставниксене _ ырăпа аса илетпĕр...
_ Çапла Шăмăршăри райпора настваник юхăмĕ нумай çул каяллах сарăлнăччĕ. Эпĕ Нина Шерниковăпа Валентина Мартыновская бухгалтери ĕçченĕсене чĕререн тав туса аса илетĕп. Манăн умĕн «Шăмăршăри коопторг» ОООра вăй хунă Светлана Воронцовăпа Зифа Тукаевăна, ытти юлташа та тав сăмахĕ çеç калатăп. Вĕсем мана ĕçре яваплăха çирĕп туйма, çынна ăнланма вĕрентрĕç.
Потребкоопераци кунĕ çитнĕ май, эпĕ коллективри кашни ĕçчене, пирĕн хисеплĕрен те хисеплĕ ветерансене хамăрăн професси уявĕпе чĕререн саламлатăп. Çак сăвă йĕркисем те _ вĕсем валли:
«Пускай ваш труд приносит вам достаток,
А в вашей жизни будет много теплоты.
В любви прожить вам не один десяток,
Чтоб мир был полон счастья, доброты!»
Ив.Саландаев калаçнă.