«Мирлĕ пурнăçа _ утăм!»
Çак ятпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе социаллă проект пурнăçланать. Проект ятарлă çар операцийĕн участникĕсене мирлĕ пурнăçа хăнăхма, сывлăха çирĕплетме, вĕсен çемйисене психологилле йывăр лару-тăруран тухма, ыранхи куна шанчăкпа кĕме пулăшаççĕ.
Çак эрнерен пуçласа, проектпа килĕшỹллĕн, «Пулăшу десанчĕсем» СВОна хутшăнакансемпе тăванĕсен ыйтăвĕсене татса пама пуçлĕç. Квалификациллĕ специалистсем _ юристсем, социаллă сфера, ĕçпе тивĕçтерекен центрсен, социаллă фонд, ЧР Патшалăх службин юстици енĕпе тимлекен ĕçченĕсем тата администрацисен представителĕсем кашни ытларикунпа кĕçнерникун муниципалитетсене консультаци пама килĕç. Округсенчен нихăшĕ те тимлĕхсĕр юлмĕ.
Шăмăршă муниципалитет округĕнче «Мирлĕ пурнăçа _ утăм!» социаллă проект июлĕн 6-мĕшĕнче хăй ĕçне кăтартĕ. 15.00 сехетрен пуçласа 19.00 сехетчен специалистсем Шăмăршăри Культура керменĕнче граждансене йышăнĕç. Çыхăнмалли телефон: 8(83546)2-36-68.
Л.Фомина, Шăмăршăри Халăха социаллă пулăшу паракан центрăн директорĕ.