Олег НИКОЛАЕВ: «Чăваш Енпе Тутарстан хушшинчи туслăх çирĕпленсех пырĕ»

ИРТНĔ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тутарстан Реисĕпе Рустам Миннихановпа пĕрле Тутарстанри Нурлат хулинче иртнĕ чăваш культурин уявне хутшăннă. Кăçал çак чаплă мероприятие Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине тата Раççейри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулне халалланă.
Олег Николаев, уяв пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă май, пĕр-пĕринпе тăтăш тĕл пулни чăваш тата тутар халăхĕсем хушшинчи ĕмĕртен пыракан туслăха тата та çирĕплетме пулăшнине палăртнă.
Тутарстан Реисĕ Рустем Минниханов та унăн сăмахĕпе пĕтĕмпех килĕшнĕ, çак уяв нумай нациллĕ икĕ республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каланă. Чăваш культурин уявĕ нумай-нумай хăна пуçтарнă. «СВОих не бросаем» интерактивлă площадка та ĕçленĕ, ăна волонтерсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшнине халалланă.
Уява чăваш халăхĕн «Кĕрешỹ» турнирĕ, пурте пĕрле вăйă картине тăрса юрлани тата та илемлетнĕ.
Н.ИЛЬИНА.