Парне _ пĕрлĕх палли
Нацисем хушшинчи туслăхпа пĕрлĕхе хаклакан, мусульман тĕнĕпе пурăнакансене хисеплекен христиансем Патирек ялĕнче сахал мар.
Акă Радик Севрюгин чăваш нумаях пулмасть тутарсемшĕн пархатарлă ĕç турĕ. Вăл килти хушма хуçалăхĕнче усракан самăр такана Чăваш Республикин Тĕн Управленийĕн Шăнкăртамри (Патăрьел округĕ) «Гулистан» Медресене кучченеçлĕх пачĕ. Ялти хисеплĕ ватă _ Абрар Тепитов _ мусульмансен йăлипе такана хăй пусса тирпейлерĕ.
_ Ман кучченеç килес Çĕнтерỹ ячĕпе пултăр! _ терĕ Радик Петрович мусульман тĕнĕпе çут ĕç тата вĕренỹ заведенийĕн представителĕсене. _ Тутарсемпе чăвашсем ятарлă çар операцийĕнче юнашар тăрса нацистсене хирĕç кĕрешеççĕ. Пирĕн Раççейри тĕрлĕ тĕнлĕ халăхсен пĕрлĕхĕ тăшмана çĕнтерме пулăшасса çирĕп шанатăп.
Г.Хамдеева, Патирек_Шăмăршă.