Пуçару бюджечĕн программи старт илнĕ
ИЮЛĔН 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче 2026-çулта пуçару бюджечĕн программине хутшăнас текенсенчен заявка йышăнма пуçланă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн сĕнĕвĕпе, программăна хăш-пĕр улшăну кĕртнĕ. Халĕ унта хуласем те активлă хутшăнма пултараççĕ.
Ял территори уйрăмĕсен кăçалхи августăн 14-мĕшĕччен Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацине кирлĕ документ хатĕрлесе тăратмалла, унта 2026-çулта мĕнле проекта пурнăçлама тĕллев лартнине тата çак проекта ырласа ял çыннисем алă пуснине кăтартмалла. Округ администрацийĕ сентябрĕн 11-мĕшĕччен заявкăсене пăхса тухать тата суйласа илнĕ проектсене онлайн-сасăлава тăратать. Пуçару бюджечĕн проекчĕсен сасăлавĕ «Госуслуги» порталта онлайн-форматпа сентябрĕн 12-26-мĕшĕсенче иртет.
Çĕнтерỹçĕсене октябрĕн 27-мĕшĕнче палăртаççĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.