Пурăн пурнăçа савса

Хĕрĕме - Алена Николаевна Цыгановăна (Афанасьевăна) - халаллатăп.

Автор

Аллă çул вăл саншăн

Пултăр çурма çул.

Сывлăхпа эс пурăн,

Савăн, выля-кул.

Куç тулли ытамунта _

Мăшăр, ывăлу, хĕрỹ.

Вĕсемпе пĕрле утма

Вăрăм пултăр ĕмĕрỹ.

Аçупа аннỹн пехилĕ

Çиттĕр сана ĕмĕре.

Сывлăхпа, тату эс пурăн

Çакă çутă тĕнчере.

Саламлатпăр, ыр сунатпăр,

Питĕ хытă юрататпăр.

Пурăн пурнăçа савса,

Ху пурришĕн савăнса!

Галина Афанасьева, Кахăрлă Шăхаль ялĕ.



04 июля 2025
14:45
Поделиться